Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон çăмăллăхĕ - кашнин валли

26 ноября 2014 г.

Нумай функциллĕ центр урлă халăха патшалăх çăмăллăхĕсем парасси районта мĕнле пурнăçланса пырать? Çынсем çỹреççĕ-и унта? В.АРТЕМЬЕВА. Шăмăршă ялĕ. Çак ыйту çине район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова хуравлать: _ Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх тата муниципал çăмăллăхĕсем паракан нумай функциллĕ центра (МФЦ) 1811 çын пынă. Вĕсенчен 40,7 проценчĕ - федераци, 10,5 проценчĕ - республика, 48,7 проценчĕ - муниципал çăмăллăхĕсене илме пултарнă. Ялти моделлĕ библиотекăсенчи "йышăну чỹречисем" урлă 125 гражданин муниципал çăмăллăхне илнĕ. Ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен системи (СМЭВ) урлă тĕрлĕ органсене 944 электронлă запрос янă. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта СМЭВ системипе ял тăрăхĕсене те çыхăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика