26 ноября 2014 г.
Сывлăхлă çын - илемлĕ те телейлĕ. Çĕршыв экономикине аталантарма, патшалăха тăшман тапăнасран сыхлама та вăй-хал енчен çирĕп çынсем кирлĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ хальхи вăхăтра çамрăксене сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентессишĕн тăрăшаççĕ. Районта "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие те çак тĕллевпех ирттереççĕ. Акци программипе килĕшỹллĕн, иртнĕ эрне кун Шăмăршă ял тăрăхĕн тĕп библиотекинче "Эпĕ пурнăçа суйласа илетĕп" ятпа усăллă калаçу сехечĕ пулчĕ. Ăна библиотека Шăмăршăри тĕп больницăпа пĕрле ирттерчĕ. Çамрăк вулакансемпе тĕл пулма Алефтина Семенова врач-инфекционист килчĕ. Алефтина Ивановна хăйĕн сăмахĕнче сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине, ăна мĕн ачаранах упрамаллине тата тĕреклетсе пымаллине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл ВИЧ-инфекци чирĕнчен сыхланас ыйтăва та çивĕч çĕклерĕ. Çамрăксен хăйсене йĕркеллĕ тытмалла, эрех-сăрапа тата сигаретпа туслашмалла мар. Паянхи пурнăçра спорта юратакан, сывлăхлă çамрăксем çеç карьера тума тата хăйсен талантне туллин кăтартма пултараççĕ. Библиотекăра "Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн" ятпа кĕнеке выставки ĕçлет. Кунта наркомание, алкоголизма тата сигарет туртнине сивлекен литература вырнаçтарнă.
И.ТИМОФЕЕВА.