26 ноября 2014 г.
Эпĕ качча тухнăранпа 16 çул çитет. Упăшкапа икĕ ача çитĕнтеретпĕр. Юлашки вăхăтра мăшăрăм эрех ĕçме пуçлани хытах пăшăрхантарать мана. "Çуттипе" туслă пулнăранах ăна ĕçрен те кăларса янă. Эпĕ мĕнле те пулсан укçа ĕçлесе илесчĕ, çемье бюджетне пуянлатасчĕ тесе тăрăшатăп. Килти ĕçсене те йăлтах хамах пурнăçлатăп. Савнă çыннăм вара телевизор пăхса выртать. Хушăран вăл, вăрах тапхăр ĕçнĕ хыççăн, хăйне питĕ çепĕç тытма пуçлать. Ачасен пурнăçĕпе кăсăкланать, вĕсене урок тума та пулăшать. Анчах ун пекки питĕ сайра пулать. Эпĕ ĕçкĕ ырри патне илсе пыманни пирки темиçе те калаçу пуçарнă. Вăл кашнинчех тỹрленме сăмах парать. Анчах ниепле те сăмахне тытаймасть, улшăнаймасть. Уйрăлма та пăхрăм, ăна шелленипех çак утăма тăваймарăм. Ачасене те хĕрхентĕм. Ашшĕне, урăлсан сĕре юратаççĕ вĕсем. Мана вара кунашкал пурнăç йăлăхтарчĕ. Ирина. Шăмăршă ялĕ. Ыррине кĕтмелле маррине хăвăрах ăнланатăр эсир. Упăшкăр хăйĕн ирĕкĕпе сирĕнтен уйрăлса каймастех. Эрех-сăрана кăмăллаканран тĕлĕнтермĕш кĕтмелли çук. Малашне унăн çепĕçлĕхĕпе ашшĕ туйăмĕ вуçех çухалма та пултараççĕ. Çавăнпа та сирĕн çирĕпрех пулмалла. Тĕрĕслев вăхăчĕ иртнĕ ĕнтĕ. Калăпăр: упăшкăр ĕçме пăрахмасть, ĕçе вырнаçмасть тейĕпĕр. Ирĕксĕрех уйрăлма тивсен мĕн тăватăр, ун чухне мĕнле укçапа пурăнатăр? Çак ыйтусен хуравĕ пирки шухăшлăр та татăклă утăм тăвăр. Халлĕхе вара сирĕн ачăрсене кăна мар, мăшăрăра та тăрантарма тивет...
Ыйтăва Е.АЛЕКСЕЕВА психолог хуравланă.