Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаклă кукаçейĕм, мухтанатăп санпа!

26 ноября 2014 г.

Хаклă кукаçейĕм, мухтанатăп санпа!

Манăн кукаçей - Иван Ананьевич Кириллов 1926 çулта Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйĕн ирĕкĕпе 1943 çулта тухса кайнă. Ăна СССР Шалти ĕçсен министерствин 240-мĕш стрелоксен полкне службăна илнĕ. Çак полк вăрçă çулĕсенче тыткăна илнĕ нимĕçсене сыхланă, тăшманăн диверси ушкăнĕсемпе кĕрешнĕ. Белорусси, Латви, Литва вăрманĕсенче нумай диверсанта тытса сиенсĕрлетнĕ. Кукаçей 1946 çулта демобилизаци йĕркипе тăван ялне таврăннă. Çав çултан пуçласа пурнăçĕ тăршшĕпех МВД органĕсенче ĕçленĕ. Вăрçăри тата мирлĕ ĕçри паттăрлăхшăн ăна медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Пирĕн кукаçей майăн 9-мĕшне çав тери юрататчĕ. Çак кун унăн хваттерне тус-юлташĕсем пухăнатчĕç, пĕр-пĕрне Çĕнтерỹ кунĕпе саламлатчĕç. Халĕ манăн кукаçей пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпир ăна яланах ырăпа асăнатпăр, унпа мухтанатпăр.

 Елена ТРИБОЙ, кукаçейĕн мăнукĕ.

Редакцирен. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине чаплăн уявлама хатĕрленнĕ май, редакци пирĕн ентешсен вăрçăри тата тылри паттăрлăхне çутатса паракан статьясемпе аса илỹсене пичетлесех пырĕ. Вăрçă çулĕсенче колхозра е Шăмăршăри пĕр-пĕр предприятире ĕçленисен аса илĕвĕсем пирĕншĕн уйрăмах хаклă. Аса илỹсене çырса илме çамрăксем пулăшасса çирĕп шанса тăратпăр. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика