26 ноября 2014 г.
Тепĕр тăватă çултан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет. Çак хушăра вăл чăннипех те халăх юратакан театр пулса тăчĕ, ăна нумай çул хушши пирĕн ентеш, Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ СССР халăх артисчĕ В.Яковлев ăнăçлă ертсе пырать. Валерий Николаевич хăйĕн пурнăçне театрпа, сцена искусствипе çыхăнтарнă. Артист та пулнă вăл. Çак тапхăрта, кайран, режиссер пулнă вăхăтра, асра юлмалли сахал мар роль калăпланă. Кашни сăнарах куракана çывăх. В.Яковлев сцена çине кăларнă тĕрлĕ жанрлă спектакльсене вара шутласа та кăлараймăн. Театрăн илемлĕх ертỹçин ĕçĕсем тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсенче пĕрре кăна мар лауреатсем пулса тăнă. Пирĕн тăрăхран, Асанкасси ялĕнченех сахал мар çын хăйĕн пурнăçне çак театрпа çыхăнтарнă. Вĕсен хушшинче - районтан тухнă малтанхи артистсенчен пĕри, манăн тете, Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.Ванюшин. Чăваш халăх артисчĕ Н.Корчаков та пирĕн ялтанах. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕн Н.Сергеевăн ачалăхĕ те пирĕн ялтах иртнĕ. Халĕ О.Драгунова пысăк шанăç парать. Юратать чăваш халăхĕ В.Яковлев ертсе пыракан театра. 75 çултан иртнĕ илемлĕх ертỹçин вăй-халĕ халĕ те вĕресе тăрать. Унăн ăсталăхне нимĕнпе те виçеймĕн. "Чăваш театрĕ" тесен, яланах Валерий Яковлев куç умне тухса тăрать. Вăл ертсе пяракан хастар коллектива ăнăçу çеç сунас килет.
М.ВАНЮШИН, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Асанкасси ялĕ.