26 ноября 2014 г.
Пуянкассинчи тулли мар вăтам шкул çурчĕ ял варринче вырнаçнă. Çуркунне кăнтăр тата хĕвел тухăç енчен шурă-кĕрен çеçкеллĕ панулми йывăççисем илем кỹреççĕ ăна, çулла вара - тĕрлĕ тĕслĕ чечексем. Шкул умĕнче - тỹпене кармашакан йăрăс хурăнсем. Вĕсен шурă вуллисем çулталăк тăрăшшĕпех илĕртỹллĕ. Шкул çурчĕ мăнаçлăн курăнса ларать хуть хăш вăхăтра та. Çак вĕрентỹ керменне ялта пурăнакан кашни çынах Геннадий Никандровичăн шкулĕ тесе шутлать.. ... Геннадий Алексеев çак ялтах учитель çемйинче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн тỹрех Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Тăван ене 1971 çулта математика учителĕ пулса таврăнсан, Анат Чаткасри сакăр класлă шкулта ачасене вĕрентме тытăнать. Икĕ çул иртсен, киле çывăхрах пултăр тесе ĕнтĕ, Васанти вăтам шкула ĕçлеме куçать. Кунта ăна завуч тивĕçне шанса параççĕ - çамрăк учитель хăйĕн анлă тавракурăмĕпе тата шкул ачисене вĕрентес ăсталăхĕпе палăрса тăнă. Районти çутĕç пайĕнче те асăрхаççĕ пултаруллă çамрăка: тăван ялне - Пуянкассине - таврăнма сĕнеççĕ. Директор тивĕçĕнче, çĕнĕ шкул çуртне хăвăртрах туса пĕтерсе хута ямашкăн. Виçĕ çул ĕнтĕ çĕнĕ шкул никĕсĕ пĕр шит те çĕкленеймест: çулла ăна мăянпа вĕлтĕрен пусса илет, хĕлле - юр хĕвсе каять. Хăçанччен ачасем кивелсе, пĕчĕкленсе кайнă йывăç шкулта вĕренĕç? Çапла 1975 çулхи июлĕн 15 мĕшĕнче çирĕм пилĕк çулхи Г.Н.Алексеев питех те кăткăс ĕçе пуçăнать - шкул коллективĕн ертỹçи пулса тăрать. Мĕн чухлĕ ĕç тиенет ун çине çак самантран: çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне юсав ĕçĕсем ирттересси, шкула хутса ăшăтма вут-шанкă хатĕрлесси, учительсем çитменни вара кадрсен ыйтăвне татса пама хистет. ... Çăмăл-и тата хăвна вĕрентнĕ учительсене ертсе пыма? Канашлусенче вĕрентỹ тата вăрçă ветеранĕсем çамрăк директора - ĕнерхи вĕренекенне - куçран пăхса, кашни сăмаха тимлесе, тăнласа итлесе лараççĕ. Вĕсен хушшинче тăван ашшĕ - кĕçĕн классенче ĕçлекен Никандр Александрович та пур вĕт-ха! Вăл та вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Унăн ăслă куçĕсем шанчăк панăн туйăнаççĕ. Шанчăка епле тỹрре кăлармăн-ха? Пур ыйтусене те вăхăтра татса пама тăрăшать хĕрỹ чĕреллĕ руководитель, пур ĕçе те тĕрĕс йĕркелесе пыма пултарать. Тавçăрулăх, ĕçтешсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, яваплăха туйса тăни пулăшнă-ши ăна? Кулленхи директор тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех, Геннадий Никандрович пулас шкулăн строительство ĕçĕсемпе мĕн чухлĕ чупман-ши? Çамрăк учительсем валли вĕр-çĕнĕ хăтлăхлă общежити пултăр тесе Шупашкарти пуçлăхсем патне миçе хут кайса килме тивнĕ. Хăй шутланине пурнăçлатех пуласлăхшăн тăрăшакан директор: учительсен хваттерне шкулпа пĕр вăхăтрах кирпĕчрен купаласа хута янă. Миçе çамрăк специалист кунта вăхăтлăх хваттер тупман-ши? Халĕ унта çемьеллĕ вĕрентекенсем пурăнаççĕ. 1977 çулхи сентябрĕн 1- мĕшĕнче шкул ачисем Пĕлỹ кунне çĕнĕ шкулта кĕтсе илеççĕ. Ачасемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те, пĕтĕм ял тăрăхĕшĕн пысăк савăнăç пулнă çакă. Кун хыççăн Г.Н.Алексеевăн ĕç планĕ татах та анлăланса пырать. Хĕл каçсанах вăл коллективпа шкул йĕри-тавра пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕн-терме участок хатĕрлеме тытăнать. Питомнике кайса тĕрлĕрен сортлă панулми йывăççи тата чие хунавĕсене хăй аллипе суйласа илсе килет. Чĕрĕ хунавсене шкул директорĕпе епле асăрханса лартнине, кайран юратса пăхса ỹстернине çав вăхăтра вĕреннĕ шкул ачисем астăваççех ĕнтĕ. Çĕр ĕçне юратакан ертỹçĕ пахча-çимĕç пахчине кашни кун сăнасах тăнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, çĕнĕ шкултан тухма та пĕлмен Геннадий Никандрович: ачасем валли вĕренме те, сывлăха çирĕп-летме те условисем пулччĕр тесе тăрăшнă. Акă 1979-мĕш çултанпа, шкул статусĕ улшăннă май (вăтам шкул пулса тăрать), аслă класра вĕренекенсем валли васкасах ял хуçалăх машинисене вĕрентмелли ятарлă кабинет, ĕç урокĕсем ирттерме çĕвĕ мастерскойĕ уçнă, НВП урокĕсен уйрăмлăхне кура шкул картишĕнче площадка туса хатĕрленĕ. Ĕçре усă курма тин çеç туяннă кустăрмаллă 2 тракторпа гусеницăллă пĕр ДТ-75 трактора, культиватора тата ытти техникăна лартса тăма пысăк гараж туса лартнă. Колхозран арендăна илнĕ 4 гектар çĕр çинче пахча - çимĕç ỹстерни шкул ачисен вĕри апатне йỹнетме май панă. Часах çав çĕр çинче шкул ачисемпе тухăçлă ĕçлесе илнĕ укçапа "Кубань" автобус тата ГАЗ-53 автомашина та илме пултарнă. Çапла шкул пурлăхĕ çулсерен хутшăнсах пынă. Вĕренекенсем те часах хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма пуçланă. Вĕсем районти олимпиадăсенче час-часах Дипломсене тивĕçнĕ. Г.Н.Алексеев учительсенчен çирĕп ыйтма та, хавхалантарма та пĕлнĕ. 18 çул ертсе пынă Геннадий Никандрович шкул коллективне. 18 çул шкул ĕçĕсене чун-чĕрипе парăнса пурнăçласа пынă. Уншăн вĕрентỹ çурчĕ тăван кил пекех пулнă. Ир-ирех васкаса пуринчен малтан шкула килнĕ, кун каçа унтах ирттернĕ, çĕр варринче те шкулти йĕркелĕхе тĕрĕслеме сахал мар пыра-пыра кайнă. Эпир, тĕрлĕ çулсенче Пуянкасси шкулĕнче Геннадий Никандровичпа пĕрле ĕçленĕ учительсем, талантлă, пур енĕпе те пултаруллă, кашнинех ăнланма пĕлекен ертỹçĕпе ĕçлеме тỹр килнĕшĕн тем пекех савăнатпăр. ...Çак кунсенче пирĕн директор, халăх çут ĕçĕн отличникĕ - çуралнă кунне паллă турĕ. 65 çулхи юбилей ячĕпе саламласа, хисеплĕрен те хисеплĕ Геннадий Никандровича ĕçтешĕсем, хăй вĕрентнĕ шкул ачисем çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Г.ИВАНОВА. Пуянкасси ялĕ.