Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 90-мĕш Указне улшăнусем кĕр

29 ноября 2014 г.

1. Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятне илмелли право пур граждансен категорийĕсем çинчен" кăларнă 90-мĕш Указне 1 пунктăн виççĕмĕш абзацне çак редакципе çырса улшăну кĕртес: "Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхран кая мар хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 42 çул та 6 уйăхран кая мар арçынсене вĕсене пенси тỹлеме тытăнсан е ватлăхшăн пенси илме право паракан çула çитсен". 2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çапла тумалла: хăйĕн нормăпа право акчĕсене çак Указпа килĕшỹллĕ тумалла; Чăваш Республикин 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи республика бюджетĕнче, çавăн пекех Чăваш Республикин кайранхи çулсенчи республика бюджечĕн проекчĕсене йĕркеленĕ чухне çак Указа пурнăçлама укçа уйăрассине пăхса хăвармалла. 3. Çак Указ 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

Шупашкар, 2014, ноябрь, 26, 155 №.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика