Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90 №-лĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" Указĕ тĕлĕшпе комментари

29 ноября 2014 г.

Паян республикăра пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын - пенсионер. Аслă ăру çыннисене патшалăх енчен пулăшас тата пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕçмелли ĕç стажĕн виçине 2,5 çул чакарасси çинчен Указ йышăнчĕ. Çак Указ Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан, ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа (хĕрарăмсен) тата 42 çул та 6 уйăхпа (арçынсен) танлашакан граждансене "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята парас правăна çирĕплетет: вĕсене пенси пама палăртсан е пенсие ватлăхпа тухма ирĕк паракан ỹсĕме çитсен. Аса илтеретпĕр: 2011 çулхи октябрьччен республикăра "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илнĕ 2089 гражданин пурăннă. Паянхи куна пысăк ĕç стажĕллĕ 27 пине яхăн çын, патшалăх наградисене тивĕç пулнисемпе пĕр танах, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илнĕ. "Вĕсем - йывăр вăхăтра экономикăна çĕкленĕ вуншар пин ĕçчен. Вĕсем çак йышăнушăн чĕререн тав тăваççĕ, ку вăл - тĕрĕс йышăну", - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче. Шăмăршăра пурăнакан Елена Матвеева 40 çул ытла ĕçлесе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. "Эпĕ хамăн ĕçе çак наградăпа палăртнăшăн чĕререн савăнатăп, - тет вăл. - Пенсие тухнă пулин те, халĕ те коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче тăрăшатăп. Ветеран пулнишĕн уйăхсерен паракан укçа - çемье бюджетне лайăх пулăшу. Эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительствăна чунтан тав тăватăп". 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă Указ республикăри 10 пин ытла çынна социаллă пулăшу илме май парĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Рсепубликин ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу - уйăхсерен паракан 1082 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕсен тỹлевĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ илме право пур. 2015 çулхи июньтен пуçласа "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕç пулакан район çыннисем хăйсен пысăк савăнăçĕ çинчен "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырса е шăнкăравласа пĕлтереççĕ. "Манăн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят илме ĕç стажĕ темиçе уйăх çитейместчĕ, - тесе çырать Шăмăршăра пурăнакан Е.И.Давыдова. - Çак Указа эпĕ тахçантанпах тỹсеймесĕр кĕтрĕм. Ветеран ячĕшĕн паракан укçа манăн пенси çумне аванах ỹсĕм пулĕ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика