Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олег Львов: "Ача вăл - пурнăç чечекĕ, ăна мĕнле юратмăн-ха?"

29 ноября 2014 г.

Львовсен çемйине кăçал савăнăç хыççăн савăнăç килсе тăчĕ. Олег Иванович - кукаçей, унăн мăшăрĕ Валентина Амросьевна - кукамай пулчĕç. Халĕ ак кил хуçи хăйĕн ылтăн юбилейне - çут тĕнчене "у-а,у-а" сас парса килнĕренпе 50 çул çитнине паллă тăвать. Хăйне мухтанине, уйрăмах ун çинчен хаçатра çырнине килĕштермест Олег Иванович. Çавăнпа та пурнăçĕ пирки кăштах та пулин пĕлес тесе журналист чеелĕхĕпе те усă курма тиврĕ. Урăхла каласан, кĕтмен ыйтусем парса, сăмаха çавăрттарса пуплерĕм. - "Педиатр" сăмах мĕне пĕлтернине чухлатăр-и? - ыйтрĕ манран О.Львов. - Ача-пăча тухтăрĕ пулĕ...- хуравларăм эпĕ. - "Педиатр" сăмах грек чĕлхинчен кĕнĕ: паидион - ача, ятрея - сываласси. Тепĕр чух хаçатра "ача-пăча педиатрĕ"тесе çыратăр. Ку вăл - питĕ кулăшла, "куç офтальмологĕ" тенĕ пекех туйăнать. Вырăс педиатрийĕн "ашшĕ" - Степан Фомич Хотовицкий. Вăл 1847 çулта ача-пăча чирĕсен уйрăмлăхĕ тата вĕсене сиплесси çинчен учебник çырса пичетленĕ. Педиатр вăл - универсаллă тухтăр. Унăн медицинăн пур облаçĕнче те тарăн пĕлỹ пулмалла. Педиатра ачана вăл е ку тухтăр патне яракан диспетчер вырăнне хуракансем питĕ йăнăшаççĕ. Ачан физиологийĕпе анатомийĕ çитĕннĕ çынсеннинчен нумай уйрăлса тăрать. Тата ачан организмĕ пĕрмай улшăнать: çỹллĕшĕ те, йывăрăшĕ те ỹсет, çавна май органсен виçи те урăхланать. Педиатрăн пурне те пĕлмелле, питĕ пĕлсе сиплемелле. - Олег Иванович, Сире эпĕ чĕрĕк ĕмĕр паллатăп темелле. Ас тăватăп-ха: Хусанти медицина институтне лайăх паллăсемпе пĕтерсе алла диплом илнĕ Карапай Шăмăршăн хитре каччи районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче мала тухнăччĕ. Унтанпа 25 çула яхăн вăхăт иртрĕ. Спортпа паян та туслă-и Эсир? - Ман шутпа, тухтăрăн сывă пурнăç йĕркине пропагандаланă çĕрте чăн малтан хăйĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Эпĕ шкулта та, институтра та спортпа туслă пулнă. Халĕ те ир тăрсанах физзарядка тăватăп. Çуран та, йĕлтĕрпе те чупатăп, футболла, волейболла вылятăп. Эпĕ чылай хушă районти тĕп больницăри профсоюз организацине ертсе пытăм. Медиксен команди районта та, республикăра та малти вырăнсене йышăнатчĕ. - Кăштах ĕç биографине аса илер-ха. Институт хыççăн Эсир интернатурăра вĕреннине пĕлетĕп... - Интернатурăна пĕтерсен Шăмăршă больницинче ĕçлеме пуçларăм. Ача-пăча уйрăмĕн тухтăрĕ, уйрăм пуçлăхĕ, тĕп тухтăр çумĕ, больницăн тĕп тухтăрĕ пулса ĕçлерĕм. Хальхи вăхăтра педиатрта - грексем пек каласан ачасене сипленĕ çĕрте вăй хуратăп. - Олег Иванович, Сирĕн мăшăрăр - культура ĕçченĕ. Эсир хăвăр та юрлама-ташлама юрататăр пулмалла? - "Пĕр мăшăр - пĕр калăп" темен-и-ха чăвашсем (кулать). Юрлама-ташлама чăнах та юрататăп. Сăвă та çыркалатăп. Паллах, хамăн чи çывăх çынсене халаллатăп. - Сăвă та çыратăр-и? Тата Эсир спектакльте вылянине те курса савăннăччĕ... - Артист теме çук та ĕнтĕ, çапах сцена маншăн ют мар. Студент чухне те илемлĕ пултарулăх коллективĕнче тăнă. - Мăшăрăр пирки аса илтĕмĕр-ха. Сирĕн икĕ ачаччĕ пулмалла? - Çапла, мăшăрăмпа икĕ хĕр çуратса ỹстертĕмр. Асли Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтерчĕ, халĕ ординатурăра вĕренет, çемьеллĕ. Ман çулпа кайрĕ - тухтăр. Кĕçĕнни Шăмăршă шкулĕнче пĕлỹ илет, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Хăй хăш профессие суйласа илессине пысăк вăрттăнлăхра тытать (кулать). - Эсир ачасене юратни пĕчĕк мăнукăра алран ямасăр лăпканинчен те лайăх курăнать... - Ача вăл - пурнăç чечекĕ, пурнăç илемĕ вĕт. Ăна мĕнле юратмăн-ха? - "Аллă çул - паллă çул", - теççĕ чăвашсем. Тепĕр аллă çул ытла çирĕп сывлăхпа та телей курса пурăнма сунатăп. - Тавтапуçах ырă сăмахăршăн. Пурăнасчĕ-ха çĕр çĕмĕрттерсе!

И.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика