29 ноября 2014 г.
Ултă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ эпĕ. Ун чух ултă ачаллисем речĕпехчĕ те, никам та йышлă çемье темен. Çичĕ, сакăр, тăхăр, вунă ача та çитĕнетчĕ хăш-пĕр кил-йышра. Самани çăмăл мар пулнă пулин те, никам та патшалăх пулăшасса кĕтсе ларман, колхозра ĕçлесех ачи-пăчине тăрантарнă-тумлантарнă. Эпир те, ỹсни-пĕр, атте-аннене пулăшнă. Халĕ вуннăри-вун иккĕри арçын ача лаша патне хăш енчен пымаллине те пĕлмест пулĕ, пире вара атте суха пуç тыттарса улма йăранне çырма вĕрентетчĕ. Çуллахи вăхăтра бригадăри хĕрĕхе яхăн лашана кỹлсе хиртен утă-улăм турттараттăмăр. Çемьере аслисем пурте ывăл пулнăран килте урай та çунă, анне çук чух ĕне те сунă, яшка пĕçернĕ... "Çын ĕçленипе вилмест, ĕç çынна илем кỹрет", - тетчĕ анне - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ашшĕне çухатнă, вăрçă çулĕсенче фермăра чунтан тăрăшса вăй хунăшăн медаль илме тивĕçнĕ хастар хĕрарăм. Анне сăмахне (хăй тахçанах пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те) ĕмĕрĕм тăрăшшĕ-пех асран кăлармарăм. Ĕç çынна илем кỹнине хамăн куçăмсемпе курса, чунпа туйса ĕнентĕм. АННЕ... Çуратнăшăн, юратнăшăн, ăс парса ỹстернĕшĕн нихçан татăлса пĕтейми пысăк парăмра эпир ун умĕнче. Ан кỹренччĕрех мана арçынсем: ачашăн мĕн каласан та анне çывăхрах. Анне маншăн яланах хĕрарăм идеалĕ пулнă, ман шутпа, ыттисемшĕн те çаплах пулĕ. Ĕçченлĕхĕпе, çемьене юратнипе, кил-çуртшăн тăрăшнипе, ачисемшĕн пурнăçне те хĕрхенменнипе пирĕн аннесем çĕр çинчи Турă пекех. Ку пĕрре те ỹстерсе калани мар. Шел те, халĕ йышлă ачаллă çемьесем сахал. Хулара çеç мар, ялта та çамрăк çемьесем пĕр е икĕ ача çуратнипех çырлахаççĕ. Юрать-ха, юлашки çулсенче, патшалăх укçа-тенкĕ енчен хавхалантарнипе, виçĕ ачаллă çемьесем те курăнкалама пуçларĕç. "Пурнăç йывăр", - тесе тỹрре тухасшăн çамрăксем. Пирĕн аннесен, кукамайсемпе асаннесен пурнăçĕ çăмăл пулнă-ши? Хĕн-асап тỹссен те, вĕсем йăха-ăрăва тăсассишĕн тăрăшнă, малтанхи ачи çуралсан унăн шăллĕсемпе йăмăкĕсем те пулччĕр тенĕ. Халĕ мĕнле-ха? Иртнинче Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн сцени çинче пĕр чипер хĕр ача: "У меня сестренки нет, у меня братишки нет", - тесе юрланине илтсен чун ыратса кайрĕ. Çĕршыв демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн нимĕн те шеллемест пулсан ( Ача амăшĕн капиталĕ, çĕнĕ садиксем, шкулсем, спорт керменĕсем), çамрăксен мĕншĕн ытларах ача çуратма шикленмелле-ха? Ыран - Анне кунĕ. Çак кун эпир аннесене чун-чĕререн саламлама, тав тума тивĕç. Çавăн пекех пулас аннесене те саламлар. Ырă та çепĕç сăмахсем вĕсен чунĕсене ăшăтчĕр, пурăнма хавхалантарччĕр. Вулакан каçартăр та мана, хамăн вăрăмах мар сăмахăма аннесене сума суса пĕр сăвăç вырăсла çырнă йĕркесемпе вĕçлес килет: "Только мамы нас любят не за что-то, а просто, Только лишь потому, что мы есть, мы живем, Только к мамам идем мы по важным вопросам, Только им свои беды, проблемынесем. Посвящаем мы мамам успехи, победы, А в День Матери, в праздник сыновней любви, Мы желаем, чтоб их миновали все беды, Чтобы их дети им только лишь счастье несли."
И.САЛАНДАЕВ.