Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕр ăна пурăннă чухне…

29 ноября 2014 г.

Эпĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра пичетленсе тухнă "Анне киле таврăнать..." статьяна куççуль витĕр вуласа тухрăм. Тĕрĕс çырать И.Саландаев журналист: хальхи вăхăтра нумайăшĕн чĕри хытнă, çуратса ỹстернĕ аннене юратма, хисеплеме пĕлместпĕр. Ачисем чĕрĕ-сывă чухне амăшне пăхманни, пулăшманни вăл, ман шутпа, çĕр çинчи чи пысăк çылăхсенчен пĕри. Анне... Пире вăл çуратнă, çут тĕнче çутине пилленĕ, лăпкаса, сăпка юрри юрласа çывăрттарнă. Эпир чирлесен, куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулнă-ши? Шутлăр-ха: мĕнле анне хăйĕн пепкине ырă сунмасть-ши? "Ỹс хĕрĕм, ывăлăм, çĕршыва юрăхлă çын пул, йăнăш утăмсем ан ту, ырă пул та сапăр пул", - тесе пехиллет хăйĕн ăшĕнче. Шел, анне сăмахне эпир итлеме пĕлместпĕр, вăл ырра вĕрентсе каланине ăнланма тăрăшмастпăр. Кайран вара, ваттисем каланă пек, "чавса çывăх та çыртма пулмĕ". Хăшĕсем тата Турăран та хăрамаççĕ, çынран та именмеççĕ, амăшĕсене ваттисен çуртне ăсатаççĕ. Чăнах та лайăх унта: ăшă, хăтлă... Анчах, мĕн пек лайăх пулсан та, тăван кил ăшшине ним те çитмест. Ваттисем ачисемпе, мăнукĕсемпе калаçса чунĕсене йăпатаймаççĕ, кунĕн-çĕрĕн вĕсемшĕн пăшăрханса пурăнаççĕ. Аннесем вăрттăн йĕнине эпир илтместпĕр çав... "Çунат сарса вĕçесчĕ, Тăван киле, анне патне çитесчĕ", - тесе юрлать Виталий Адюков. Çак статьяна та юрăри сăмахсемпе вĕçлес килет: "Юратăр аннене чĕрĕ чух, Хаклăр аннĕре пурăннă чух. Пулăшар аннене вăйсăр чух..."

РОЗА, (хушамата тата ял ятне кăтартмастăп. Амăшĕсене пăхманнисем çакна вуласан кăштах та пулсан намăсланĕç-ши?).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика