29 ноября 2014 г.
Çак чир пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă. Пурнăçшăн хăрушлăх кỹрекен чиртен - СПИДран сывалма май паракан эффективлă препарата хальлĕхе тĕнчере шутласа тупайман-ха. СПИДпа кĕрешес тата профилактика ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре паянхи кун тĕлне пурĕ 1383 çын ВИЧ чирĕпе пурăнать. 2014 çулта тата 124 çын тупнă (2013 çулта - 114). 2014 çулхи 9 уйăхра 35 çын вилнĕ СПИД стадийĕнче. Хамăр района илес пулсан, хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекциллĕ 14 çын учетра тăрать (2013 çулта пурĕ 10 пулнă). Хăрушă чире пурте тенĕ пекех ар çыхăнăвĕсенче çăмăлттайлăха пула ертнĕ. Чи хăрушши - ВИЧ-инфекци организма çакланнă хыççăн анализсенче виçĕ уйăхран çеç палăрни. "Инкубаци тапхăрĕнче" (3 уйăхчен) çын хăйне чир лекнине сисмест, анчах ыттисене ВИЧ-инфекци ертет. Хăрушă чир пĕччен е çемьепе пурăнакансене те, пуянсене е чухăнсене те, арçынсене е хĕрарăмсене те шеллемест. Çынна çак чиртен - хăрушă тăшманран сывă пурнăç йĕрки кăна хỹтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ-вирус çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕсенчен тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕчĕнче вăй илме пуçлать. Вирус çын çине 3 çул-йĕрпе куçать: - ар çыхăнăвĕсем урлă: арçынран - хĕрарăма, хĕрарăмран - арçынна; - юн урлă: ВИЧ-инфекциллĕ çыннăн шприцĕпе усă курнă чухне (кунта сăмах наркомансем пирки пырать). Таса мар, стерилизаци туман инструментпа татуировка тунă чухне те ВИЧ-инфекци лекме пултарать; - ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен - кăкăр ачине (варта аталаннă вăхăтра, çуратнă е ĕмĕртнĕ чухне). ВИЧ-инфекципе ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çỹрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ. ВИЧ-инфекцие ыттисене ертеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен аякри рейссене çỹрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур. ВИЧ-инфекци вăхăтĕнче тĕрлĕрен симптомсем палăраççĕ. Хăш-пĕрисен 2-3 эрне хушши пысăк температура, теприсен вăрах вăхăт пыр ыратать, çын тарлать, вăй сахалланать, хăш-пĕр чухне варвитти 2-3 эрне хушши пырать, пуринчен ытларах лимфоузелсем ỹсеççĕ, уйрăм чухне ку симптомсем пулмасса та пултараççĕ. Чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне пулать те ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси), наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер - сывă пурнăç никĕсĕ. Çемье тулашĕнчи секс хăрушă тăшмана çаврăнма, ВИЧ-инфекципе, ытти венери чирĕсемпе таврăнма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрес пулсан (мĕн тăвăн, ку енĕпе кăмăл çирĕплĕхне кăтартайман арçынсемпе хĕрарăмсем те пур) презервативпа усă курмалла. Медицина процедурисенче пĕр хутчен усă курмалли шприцсем кăна пулмалла, ятарлă лицензиллĕ специалист (стоматолог, тату-мастер) патне çеç каймалла. Хамăрсăр пуçне, ВИЧ-инфекцирен (малалла аталанса пырса кайран вăл СПИД тапхăрне куçать, çынна пурнăçран уйăрать) пире урăх никам та хỹтĕлемест. ВИЧ-инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Тĕрĕслев витĕр район поликлиникинче кашниех хăйĕн ирĕкĕпе (ят-шыва кăтартмасăрах) тухма пултарать.
Е.ДОЛГОВА, врач-инфекционист.