Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выçă пулсан та, юрланă, юратнă …

29 ноября 2014 г.

Эпĕ çамрăк çын мар ĕнтĕ, сакăрвунă çула та хыçала хăвартăм. Çавăнпа та хам ача чухнехи тата çамрăк вăхăтри çулсене аса илсе кăштах та пулин çырса хăварас килет. Ман шутпа, кашни ватă çыннăнах çамрăксене каласа хăвармалли пур, çак ырă ĕçе пурнăçлама кая юлас марччĕ.  Вăрçă Çулĕсем... Çав тери йывăр вăхăт. Ялта хăрушă выçлăх хуçаланать, "вилĕм çави" хăратсах тăрать. Ял йĕри-тавра çиме юрăхлă мĕнле курăк пур - пурне те çисе янă ĕнтĕ. Ниçта та вĕлтĕренпе мăян та тупма çукчĕ. Виçпỹртсем çимелли шыраса Кахăрлă çырмине каятчĕç. Кунта ут кăшкарĕпе вырăс хуххи пулкалатчĕ. Анчах вĕсем те пурин валли те çитмен. Выçă пулин те, ыр кăмăллăх пĕтменччĕ-ха: мĕн тупнине тус-юлташпа çурмалла пайланă. Пилĕк-ултă тĕп ỹсен-тăран тупни вара чăн-чăн телей пулнă. "Ыраш пулса çитсен выçă вилмĕпĕр-ха, унччен мĕнле те пулин чăтмалла", - тетчĕç ваттисем. Эпир выççи мĕн вăл - фронтри салтаксемшĕн хуйхăраттăмăр. Яла хурлăхлă хыпарсем килсех тăратчĕç. Почтальонка вилĕм çырăвĕсене валеçсе çỹренĕ чух хăй те хурлăхлă хыпар илекенсемпе пĕрле йĕретчĕ. Ах, мĕнле кăна чăтнă-ши халăх?  КĂН-КĂВАК тỹпе. Паян лайăх çанталăк пулмалла. Хĕвел тỹпенелле çĕкленнĕ май ирхи тĕтре те сирĕлсе пырать. Ялта шăп, нимĕнле сас-чỹ те илтĕнмест. Автансене те пусса çинĕ ĕнтĕ, ĕнесем те питĕ сахал юлнă. Выçă йытăсен те вĕрме хевтисем çитмеççĕ. Çав вăхăтрах хăлхана илемлĕ чăваш юрри пырса кĕчĕ. Юрă пулсан - ял вилмест, ял -пурăнать! Ялтан пĕр ушкăн хĕр тухрĕ те, хир еннелле утрĕ. Хĕрсен ырхан хулпуççийĕсем çинче - кĕреплепе сенĕк. Çамрăксем пурте шап-шурă кĕпесем тăхăннă, явлăкĕсем те шурă. Сапунĕсем те шурă пиртен. Чăлхисем те шурă çăмран çыхнăскерсем, çĕнĕ çăпатисем те шуррăн курăнаççĕ. Хĕрсен ушкăнĕ утă çаранĕ еннелле юрла-юрла утать. Юрлама чарăнаççĕ те, ахăлтатса кулса та илеççĕ. Унтан, фронтри савнийĕсене, ашшĕсемпе тетĕшсене аса илсе, хурланаççĕ. Кам та пулин вăрçă хирĕнчен çыру илнĕ пулсан, пĕр пытармасăр вуласа параççĕ. Чăн-чăн юрату, таса юрату вăрçă çулĕсенче тата та çирĕпрех пулнă пуль çав. Хĕрсем пурте пĕр пек туйăнаççĕ: сăнĕ-пуçĕпе те, сассипе те. Вĕсене вăрçă пĕр тăвансем пек çывăхлатнă, вĕсем савăнăçа та, чун ыратăвне те çурмалла пайланă. УТТА пухса-тирпейлесе пĕтереççĕ кăна, вырма вăхăчĕ те çитсе тăнă. Сенĕк-кĕреплене пăрахса алла çурла-çава тытмалла. Тырă вырасси - çав тери йывăр ĕç. Выçăпа касăлнă çынсен ăçтан вăй пултăр ĕнтĕ? Пурпĕрех никам та нăйкăшман, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хавхаланса ĕçленĕ. Акă хирти ĕçсем те вĕçленчĕç. Кĕрхи улах вăхăчĕ пуçланчĕ. Хĕрсем юрла-юрла çăм авăрлаççĕ, панĕски чăлха çыхаççĕ, балалайка кĕввипе юрлаççĕ-ташлаççĕ... "Туктар Клавдийĕн сасси Янăрать хирте, улăхра. Сỹнмерĕ ун сасси чунра, Халĕ те янăрать хăлхара..." - çак йĕркесем çуралчĕç ирхине аса илсе ларнă чухне. Тавах сире, вăрçă çулĕсенче хĕр пулнă, паян нумай ватăлнă ырă çыннăмсем! Эсир хăвăрăн юррăр-ташшăрпа халăха йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçа юратма хавхалантартăр. Ватлăх çулĕсенче те пулин телей курăр!

И.ПЕТРОВ, ĕç ветеранĕ.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика