29 ноября 2014 г.
"Маншăн пулсан, лаша лайăх, ĕне те пулсан - тата та лайăхрах", - терĕ йăл кулса Анат Чаткасра пурăнакан Юрий Нянин. Нянинсем икĕ пуç лаша, икĕ пуç ĕне, тăватă пуç сысна усраççĕ. Хăйсенчен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ. Чаткас тăрăхĕнче килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем тата та пур. Кашицынсем те лашапа ĕне усраççĕ, сысна амисем те - тăватă пуç. Зыковсен - виçĕ пуç ĕне, Красновсен - икĕ пуç ĕне, пушмак пăрупа икĕ çамрăк пăру, вун ултă пуç сысна... Ĕçчен çынсене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунар.
С.ИВАНОВ.