13 февраля 2013 г.
ÇУЛ ÇИНЕ тухсан водительсен яланах çанталăк условийĕсене шута илмелле, ăна кура тивĕçлĕ хăвăртлăх йĕркине пурнăçламалла. Уйрăмах – кĕрхи-çурхи тата хĕллехи тапхăрта. Акă, кăçалхи январь уйăхĕ аварипе пуçланчĕ. Январĕн 23-мĕшĕнче Патăрьел арçынни хăйĕн 14-мĕш модельлĕ "Жигулийĕпе" ирхине Ульяновска кайма тухнă. Çула мăшăрĕпе пĕрле пуçтарăннă. Шел, "Ерипен каятăн – аякра пулатăн" текен халăх каларăшне вырăна хуман çав водитель. Çамрăк çын та мар ĕнтĕ вăл – аллă улттăра пырать. Апла пулин те хĕллехи условисенчи хăвăртлăх режимĕ пирки шутламан водитель, юнашар ларса пынă мăшăрĕ çинчен те аса илмен. "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 119-мĕш километрĕнче, Виçпÿрт Шăмăршă тĕлĕнче, "Жигули" тÿп-тÿрĕ çул çинчех айккине çаврăнса ÿкнĕ. Çакна пула хĕрарăм аманнă, ăна Патăрьел больницин травматологи уйрăмне леçнĕ...
Февралĕн 8-мĕшĕнче район территорийĕнче республикăри "Çуран çын. Çуран каçмалли вырăн" профилактика операцийĕ иртрĕ. Çак кун районти полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕсем районти çул-йĕрсем çинче рейдсем ирттернĕ. Сотрудниксем уйрăмах "Çĕрпÿ-Ульяновск" автотрасса çинчи тата ялсен таврашĕсенчи çуран каçмалли вырăнсене пысăк тимлĕх уйăрчĕç, водительсем, çуран утакан çынсем çул-йĕр правилисене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслерĕç. Йĕркене пăснă фактсем тăрăх инспекторсем ăнлантару ĕçне тунă, протоколсем çырнă.
Çул çине тухсан водительсене хăвăртлăх йĕркине, дистанци режимне çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр. Пĕр транспорт тепринчен иртсе кайнă чухнехи йĕркене те пăсмалла мар. Руль умне яланах урă пуçпа лармалла. Шăпах çÿлерех асăннă йĕркесене сĕмсĕррĕн пăсни илсе пырать те ĕнтĕ аварисем тăвасси, çынсем вилесси-аманасси патне. Çула çуран тухнисен те тимлĕх пирки манма юрамасть. Çуран каçма палăртнă вырăнта кăна тепĕр енне каçмалла. "Çĕрпÿ-Ульяновск" автотрасса урлă каçса Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсене вĕренме çÿрекен ачасене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Вĕсен палăртнă вырăнта кăна çул урлă каçмалла, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене тимлĕх пирки куллен аса илтерсе тăмалла.