Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăрçăсене чĕнетпĕр

13 февраля 2013 г.

ВĔЛЛЕ хурчĕсемшĕн 2012 çулхи çу чаплах пулмарĕ. 2011-2012 çулсенче ылтăн хуртсем хĕл аван каçрĕç. Çуркуннехи çанталăк та вĕлле хурчĕсене аталанма чиперех май пачĕ, уйăрма вăхăт çитсен нумай утарсенче ройсен йышĕ те самаях пулчĕ. Çемье хутшăнас енĕпе районта иртнĕ çул аван кăтартусем турăмăр.

Нумай утарçă вĕлле хурчĕсен йышĕ вăйлă пулнипе искусственнăй майпа амасем илсе уйăрчĕ. Пыл вăхăчĕ çывхарса пынă май яланхи пекех хăш пĕрисем магазинсем, теприсем корпуссем лартрăмăр. Вĕлле хурчĕсем çăвăрсем кăларнă вăхăтра 2012 çулта, ытти çулсемпе танлаштарсан, урăхларах пулса пычĕ. Нумай çăвăр уйрăлса тухнă хыççăн сăрма йывăç тăрринелле, çÿлте вырнаçнă турат çине ларма тăрăшрĕ. Ытти çулсенче малтанхи рой ватă амапа тухаканччĕ, яланах йывăçăн аялти туратти çине лараканччĕ. Хамăн утарта сăнаса пынă тăрăх, пĕлтĕр виçĕ рой уйрăлса тухнă хыççăн йывăç çине сăрмасăрах вĕçсе кайрĕ. Эпĕ ун пеккине питĕ сайра куркаланă, пĕр çулта виçĕ рой таран пачах сăрмасăр вĕçсе кайни пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ.

Ку мĕне пĕлтерчĕ-ши; Вĕлле хурчĕсем пыл пулмассине сиссе аякалла урăх çĕре вĕçсе кайма тăрăшрĕç.

Çут çанталăкра пулса иртекен нумай япалана эпир ăнлансах каяймастпăр, пĕлейместпĕр. Пурнăçра вăрттăнлăхсем пур, вĕлле хурчĕсем те çавах. 2012 çулхи пыл вăхăтне тишкерсен, çакна палăртмалла. Çанталăк аван тăчĕ, хĕвелĕ те ăшшине хĕрхенмерĕ, çĕрте пыл паракан курăксем валли нÿрĕ те аванах, вĕлле хурчĕсен йышĕ лайăх, пыл нумай пулмалла пек.

Кунне миçе килограмм нектар кĕни паллă пултăр тесе пыл вăхăтĕнче вăтам вĕллене терраса çине лартатпăр, анчах виçсе пăхнă хыççăн нектар кĕни сахал курăнать. Нумай утарçă 2012 çулта мĕншĕн пыл сахал пулчĕ тесе ыйтать;

Эпĕ тĕп сăлтавĕ пыл илмелли вăхăтра çил çурçĕр, çурçĕр хĕвел анăç енчен вĕрнинче тесе шутлатăп. Атте каланă сăмахсене питĕ лайăх ас тăватăп. "Çилĕ çурçĕртен вĕрсен – пыл кĕмест", – тетчĕ вăл.

2012 çулта пыл вăхăтĕнче çил виçĕ эрне улшăнмасăр çурçĕртен вĕрчĕ, çавна пула утарçăсем питĕ сахал сиплĕ те тутлă шĕвек илтĕмĕр. Юлашки 40 çул хушшинче пыл сахал пулнă çулсем çаксем:

– 1972 çул. Çанталăк питĕ шăрăх пулнипе вĕлле хурчĕсем пыл сахал пуçтарчĕç;

– 1994 çул. Çанталăк питĕ нÿрлĕ, çумăр нумай çунă пирки пыл сахал пуçтарăнчĕ;

– 2012 çул. Пыл сахал пулнин сăлтавне çÿлĕрех асăнса хăвартăмăр.

Кăçалхи çул семинар-канашлу вĕлле хурчĕсене усракансемпе тата вĕлле хурчĕ усрама шухăшлакансемпе февралĕн 21-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Семинар-канашлу яланхи пекех Патăрьелĕнче администрацин акт залĕнче иртĕ. Çак мероприятие Тутар Республикинчен чаплă специалистсем лекци вулама килме палăртнă. Кăçалхи семинар-канашлура пахалăхне тутанса пăхса палăртса хăварасшăн. Вĕлле хурчĕсемшĕн хĕл каçнă вăхăтра йывăр вăхăтсем пуçланаççĕ, çавăнпа та утарçăсене тата тимлĕрех пулма сĕнесшĕн. Пыл сахал пулнă май хуртсен апачĕсем пĕтме пултараççĕ, вĕсене канди парса çăлса хăварма пулать. Районта хăш-пĕр утарçă хуртсем выçăпа вилнĕ тĕслĕхсем пуррине те палăртать. Вĕлле хурчĕсем пĕр енче пухăнса ларнă пирки хăйсем ларакан рамăсем çинчи пыла çисе яраççĕ те тепĕр еннелле куçаймасăр вилме пултараççĕ.

Районта тунă кăтартусене çухатас марччĕ, хурт-хăмăра тата лайăхрах аталантарса пырасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика