Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату – хăватлă туйăм

13 февраля 2013 г.

ÇВЯТТУЙ ВАЛЕНТИН кунне юратакансем анлăн паллă тăваççĕ. Çак кун пĕр-пĕрне саламлаççĕ, парнесем параççĕ. Паллах, тĕрлĕ çĕр-шывра тĕрлĕрен паллă тăваççĕ ăна.

Американсем уявра марцепан (кондитер çимĕçĕ) хатĕрлеççĕ, унпа каччăсем хĕрсене сăйлаççĕ. Аслă Британире пурăнакансем йытăсемпе лашасене те парнепе савăнтараççĕ, вĕсене илемлĕ "валентинкăсем" çакса яраççĕ. Японире хĕрсем каччăсене е арçынсене шăккалатпа хăналаççĕ. Французсем хаклă парнесемпе пĕр-пĕрин чун-чĕрине уçаççĕ. Данире типĕтнĕ шурă чечек парнелени пĕлтерĕшлĕ. Италире пылак апат-çимĕç – уяв палли. Финляндире вара юратакансем кăна мар парнеллĕ пулаççĕ, кунта анне кунне те паллă тăваççĕ. Сауд Аравинче çак уява паллă тумаççĕ, ăна уявлакансем штраф тÿлес хăрушлăх пур.

Çак кун кашниех хăйĕн туйăмĕсем пирки савнă çыннине пĕр вăтанмасăр пĕлтерме пултарать. Хăшĕ-пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, февралĕн 14-мĕшĕнче пикесен килĕшекен арçын патне пырса хăйне качча илмешкĕн сĕнме те ирĕк пур. Этемлĕхĕн вăйлă çурри çак утăма тума хатĕр мар тăк хĕре тав тумалла, пурçăн кĕпе парнелемелле.

Паллах, юрату сăмахĕсене çак кун кăна каламалла мар, чĕрери туйăма хăть те хăçан та пĕлтерме юрать. Юрату – хăватлă туйăм. Вăл çулсем иртсен те кивелмест, ватăлмасть.

Васанта пурăнакан Валентин Тимофеевăн шăпах чĕрере юрату хĕмленсе çунмалли вăхăт. Çамрăк каччă Патăрьелĕнчи професси училищинче вĕренет, водитель удостоверенине илессишĕн ăнтăлать. Пултаруллă та хастар яш хăйĕн малашнехи пурнăçне ялпах çыхăнтарасшăн, чĕри тăван тăрăхрах юлма хистет.

Ахальтен Валентин пирки сăмах пымасть-ха. Ара, ыран Çвяттуй Валентин кунĕ – унăн кунĕ тесен те йăнăш мар. Февралĕн 14-мĕшĕнче вăл хĕрсенчен саламсем купипех йышăнать. Чи асамлă сăмахсене, парнене ăна савнă хĕрĕ каласса, парнелессе иккĕленме те кирлĕ мар. Валентин хăй те чун çунтармăшĕ валли парне хатĕрлетех. Мĕнле парне – ку вăрттăнлăх.

Мал ĕмĕтлĕ, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ Валентина хĕр пирки те пĕлме тÿр килчĕ. Вăл – Максим Горький паççулкинчи Валентина Иванова.

Пикешĕн çак кун иккĕмĕш çуралнă кун пекех. Тус-юлташĕ "валентинкăсемпе", парнесемпе савăнтарать. Телефон ир пуçласа каçчен "юрлать". Пылак апат-çимĕçпе сăйлакансем те тупăнаççĕ.

Парнесемпе ăшă салам сăмахĕсем хушшинче Валентинăшăн – чун варли парнелени, калани.

Пуянкассинчи Валентина Андреева Çвяттуй Валентин кунне килте уяв кĕрекинче палăртать. Телейлĕ мăшăр, амăшĕ, çывăх çыннисенчен салам сăмахĕсем нумай илтĕ.

Валентинăшăн çак уяв шкулта вĕреннĕ чухне уйрăмах хаваслă та интереслĕ иртнĕ. Пĕрле вĕренекенĕсем ăна ун чухне ăмсаннă та, мĕншĕн тесен çак кун унран вĕрентекенсем ыйтман, хăйне майлă уяв туса панă. Хутран чĕре касса кăларса "валентинка" сахал çырнă-ши тата; Чĕрери туйăмне палăртса савнă арçын ача патне шкулта ятарласа çакса хунă почта ешчĕкне яни те пулнă. Пĕри мĕн тунă, тепри те çаплах хăтланнă.

Районта Валентина ята юлашки хут 2001 çулта Ярăславра çыртарнă. Унтанпа Валя, Валентина пирĕн тăрăхра "çуралман-ха".

Сывлăх мĕнле сунаççĕ;

ЮЛАШКИ вăхăтри тĕпчевсем кăтартнă тăрăх – ачасем тĕл пулсан тĕрĕс сывлăх сунса чуп тума пĕлмеççĕ, вăхăт иртнĕ май çеç вĕренеççĕ.

Бангладешăн хĕвел тухăç пайĕнчи Читтагонг таврашĕнче пурăнакан йăхсен "чуп ту мана" каларăш çук. Вĕсем "мана шăршла" теççĕ. Кук çырăвĕсем пĕлтернĕ тăрăх – Çĕнĕ Зеланди çыннисем пĕр-пĕрне пĕркенчĕкпе хупласа сăмсана сăмсапа сăтăрнă. Çав вăхăтра сысна нăриклетнĕ пек сасă кăларнă. Санта-Мария утравĕн халăхĕ те пĕр-пĕрне шăршлать. Папуассем, тасманиецсем тата Филиппинăри Фуга утравĕ çинче пурăнакансем сывлăх суннă чухне сăмса çывăхĕнче е пуç тăрринче ырă шăршăллă япала тытаççĕ. Китай çыннисем пĕр-пĕрне сăмсапа сăмса перĕнсе е сăмсапа пит çăмартинчен сăтăрса сывлăх сунаççĕ.

Японире çын умĕнче чуп туни сăпайсăр шутланать. Шăпах çавăнпа яппунсен пĕр фильмĕнче те чуп тунине кураймăн. Пĕтĕм тĕнчипе паллă "яппунла чуп туни" тенине çапла ăнланмалла: пĕр-пĕринчен пĕр утăм çывхармасăр умнелле пĕшкĕнмелле, тутасене тăсса умри çынна тутинчен сĕртĕнмелле. Кирек епле пулсан та çăвара уçма юрамасть!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика