13 февраля 2013 г.
НАРКОМАНИ çулран-çул вăй илсе, аталанса пыни пирки час-часах илтетпĕр. Вăл çынсене вăхăтсăр "автансăр" яла илсе кайнине те пĕлетпĕр. Апла пулсан та наркотиксемпе туслашакансем е вĕсемпе суту-илÿ туса тупăш тăвакансем нумайланса кăна пыраççĕ. Выльăх çимен çимĕçе туянма çамрăксем преступлени çулĕ çине тăраççĕ: вăрлаççĕ, вĕлереççĕ.
Наркомансемшĕн ашшĕ-амăшне хĕнесси, хĕсĕрлесси те нимĕн те мар. "Доза" йышăннă хыççăн вĕсем хăйсем мĕн хăтланнине, тунине те пĕлмеççĕ. Вĕсен ăс-тăнĕ арпашать, шурăпа хура туссем ылмашăнаççĕ.
Районта пурăнакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм наркотик пирки мĕн шутлать-ха; "Шурă вилĕм" мĕн иккенне е ăна ăçта сутнине, туянма пулнине пĕлеççĕ-ши;
Ксения СМАЕВА,
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ
паракан вăтам шкулта вĕренекен:
– Тÿрех калатăп: "Маншăн наркотик ют!" Пурнăçа унсăр та илемлĕн те хаваслăн пурăнса ирттерме пулать. Кирлĕ-кирлĕ мар наркăмăшпа хамăра пĕтериччен спортпа туслашма тăрăшмалла.
Николай ИСАЕВ,
Анат Чаткас ялĕ:
– Героин, кокаин... Ячĕсене те пĕлсе пĕтерейместĕп. Тутанма мар, куçпа та курман наркотиксене. Паллах, хăш-пĕр çамрăксем "шурă вилĕм" пирки мухтанса калаçнине илткеленĕ. Анчах вĕсен пурнăçĕ лайăх еннелле улшăннине курман. Наркотикпа туслă çынсен пурнăçĕ ытла та кĕске. Çавăн пекех пирус туртни, эрех-сăра ĕçни те пысăк сиен кÿрет, кун-çула кĕскетет.
Елизавета РОЖКОВА, парикмахер:
– "Наркотик" сăмаха илтсенех çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Çак наркăмăша пула тĕнчере пин-пин çын пурнăçĕ татăлать. Вĕсенчен пысăк пайĕ – çамрăксем. Каччăсемпе хĕрсем пилĕк минутлăх киленĕçшĕн мĕн кăна хăтланмаççĕ, тумаççĕ. Кун пирки телевизорпа та кăтартаççĕ, хаçат-журналта та çыраççĕ, сыхă пулма ыйтаççĕ. Анчах нумайăшĕ çакна илтмĕш, курмăш пулать. Ялта пурăнакансем наркотиксенчен аяккарах тăратпăр пулсан, хуларисене вара вăл хăйĕн серепине ытла хăвăрт сĕтĕрсе кĕртет. Çавăнпа та ялтан хулана вĕренме каякан çамрăксен сиенлĕ йăла-йĕркене парăнмалла мар, сывă пурнăçа тытса пымалла.
Михаил ЯКОВЛЕВ,
"Туслăх" ачасемпе çамрăксен
спорт шкулĕн директорĕн çумĕ:
– Эпĕ спортпа туслă. Çавăнпа та наркотика тутанас пирки нихăçан та шутламан. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне те усалпа çывăхланман. Хулара наркотик çăмăллăнах тупма пулать, теççĕ. Мана кирлĕ пулман та, интересленмен. Хам енчен çамрăксене кирлĕ марпа аппаланса çÿриччен "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿреме чĕнсе каласшăн. Сывлăхпа пурăннине нимĕн те çитмест.