13 февраля 2013 г.
ВĂХĂТ сисĕнмесĕрех малалла шăвать. Ĕнер кăна тус-юлташпа клуба ташă каçĕсене тухнăн туйăнать. Ывăниччен ташлаттăмăр, кайран вара хаваслăн киле саланаттăмăр. Çемçе тÿшеклĕ вырăн çине канлĕн выртса каччăсем е хĕрсем çинчен шутлаттăмăр. Хурланнипе, чун кÿтсе килнипе минтере вĕри куççульпе йĕпетни те пĕрре мар пулнă.
Шухă çамрăклăх унсăр иртместех ĕнтĕ. Чĕрене çунтараканни сан енне çаврăнса пăхманни, урăххипе килне кайни вĕчĕрхентернĕ мар-и; Халĕ, çулсем иртнĕ хыççăн, кулăшла та пек, анчах чăнлăха асăмран кăларса пăрахма çук.
Çапла, 10-15 çул каялла ялти культура çурчĕсемпе клубсем лайăх ĕçлетчĕç. Вĕсенче концертсем, уяв каçĕсем час-часах йĕркелетчĕç. Лăк тулли халăх пухăнатчĕ вара. Шел, паян çакна калаймастăн. Çĕр тĕрлĕ сăлтав тупма пулать ума тухса тăракан ыйтусем çине хурав парас тесен. Тĕрлĕ çын тĕрлĕрен шухăшлать: пĕрисем – телевизорпа DVD-плеерсем пурри клуб еннелле пыракан çула такăрлатма чăрмантарать, теççĕ, теприсене компьютер технологийĕ аталанса пыни вырăнтан хăпма памасть имĕш. Тен, сăлтавне культура ĕçченĕсем çителĕксĕртерех ĕçленипе çыхăнтармалла; Интереслĕ, чуна тыткăнлакан мероприятисем хатĕрлесе сцена çине кăларсан ял çынни клуба пыратех ĕнтĕ. Акă, тĕслĕх вырăнне смотрпа отчет концертне илер: зал куракансемпе тулса ларать, ватти те, вĕтти те килтен хăпса тухнă. Апла пулсан халăха тыткăнлама тăрăшмалла, уяв каçĕсемпе мероприятисене ячĕшĕн çеç йĕркелемелле мар.
Культура çурчĕсене çын çÿреме пăрахнин тепĕр сăлтавĕ – ялсенче çур çĕрчченех ĕçлекен барсемпе кафесем. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ытларах çавăнта хăйсен ылтăн вăхăтне ирттерме тăрăшать. Паллах, çамрăксем кунта пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ларма килмеççĕ, кăмăл-туйăмне "лайăхлатас" шухăшпа е тĕрĕсрех каласан, "киккирикĕсене" хĕртме пухăнаççĕ. Çакнашкал уяв каçĕсене тăтăш курма пулать. Кам мĕн калатăр: сĕтел тавра пĕр ушкăн çамрăк пухăннă та савăнаççĕ. Никамăн та çакăншăн чунĕ ыратмасть. Тен, сăмах хушиччен курмана персен лайăхрах теççĕ; Анчах эрех савăчĕ пĕрин хыççăн тепри пушанать. Хĕрсемпе каччăсем киле каймалли çинчен те манса каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пăшăрханса (енчен те ку çаплах пулсан;) телефонпа шăнкăравлани, киле таврăнма хушни те вĕсене нимĕн те мар. Кафесемпе барсенче ĕçлекенсем те эрех-сăрине сĕнсех тăраççĕ. Вĕсемшĕн сутса тупăш туса пултăр, çамрăксем ĕçке ярăнса пыни вĕсене ним чухлĕ те шутлаттармасть.
Ял тăрăхĕсенче, районта çамрăксем валли мероприятисем иртменни те тĕлĕнтерет. Иртнĕ çулхи кăтартусене илес пулсан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмшĕн (тен, йăнăшатăп) 15-20 мероприятирен ытла пулман та пулĕ. Çулсерен иртекен Çамрăксен кунне халалланă спартакиадăна та пăрахăçларăмăр. Мероприятисемпе конкурссенче нумайрах шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартаççĕ. Мĕнех калăн, вĕсемпе ĕçлеме çăмăлрах, теççĕ пулсан. Хĕрсемпе каччăсенчен нумайăшĕ мероприятисем пулни пирки пĕлсе те юлаймасть. Çакăншăн кама айăпламалла, камран ыйтмалла; Паллах, чи малтан ăна ирттерекенсен хатĕрленĕ конкурс положенине çынсем патне вăхăтра çитермелле. Ăна 2-3 кун çеç юлсан пĕлтерсе чан çапма пуçламалла мар. Шел те, çакнашкалли пирĕн час-часах пулкалать.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕ пĕр тĕвĕре çыхăнса тăнăран та çапларах пулса тухать ахăртнех. Çак тытăмра вăй хуракансем шкулта вĕренекенсене ялти çамрăксенчен маларах хураççĕ, вĕсемпе нумайрах ĕçлеме тăрăшаççĕ. Хĕрсемпе каччăсем вара кĕтÿçсĕр кĕтÿ пек сапаланнăçем-сапаланса пыраççĕ.