Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăхсене - Интернет урлă

06 декабря 2014 г.

Хальхи вăхăтра граждансене хĕç-пăшал туянма тата упрама лицензи, ирĕк парассине электрон меслечĕпе те пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех уйрăм (частный) хуралçăсен те удостоверени çак майпа илме пулать. Патшалăх çăмăллăхĕсене илме мĕнле документсем кирлине Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сайтне, "Электронное МВД" уйрăма кĕрсен пĕлме пулать. Кунтах заявлени бланкĕн формисем, банк реквизичĕсем, йышăну графикĕ тата патшалăх çăмăллăхĕ паракан сотрудниксен телефон номерĕсем те пур. Электрон меслечĕпе заявлени парас тесен, гражданинăн Пĕрлĕхлĕ порталта (ЕПГУ) регистраци иртмелле. Унăн адресĕ çапла: www.gosuslugi.ru. Регистраци валли гражданинăн патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви пулмалла. Лицензипе ирĕк паракан службăн ĕçĕ-хĕлĕпе çак адреспа паллашма пултаратăр: с.Батырево, ул.Дружбы, д.6 "а", здание ГИБДД. Йышăну графикĕ: ытлари кун - 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен, кĕçнерни кун - 13 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен. Телефон: 5-04-08. Хĕç-пăшал хуçисене çакăн пирки те аса илтерес килет: ирĕк панин срокĕ тухиччен икĕ уйăх маларах хĕç-пăшала тепĕр хут регистрацилемелле. Çак йĕркене пăхăнмасан административлă явап тыттараççĕ тата хĕç-пăшала туртса илеççĕ.

А.АНТОНОВ, "Батыревский" уйрăмра лицензисемпе ирĕк паракан, уйрăм детектив тата хурал ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан пай инспекторĕ, полицин аслă лейтенанчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика