Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Флюорографи - туберкулез чирне ир тупса палăртмалли меслет

06 декабря 2014 г.

Нумай ỹпке чирĕсем малтанхи тапхăрта хăйсем çинчен систермеççĕ, уйрăмах çак чирсен шутне туберкулез тата рак чирĕсем кĕреççĕ. Юлашки çулсенче çак чирсемпе чирлекенсен шучĕ ỹсни палăрать. Туберкулезпа чирлĕ çынсем врач патне пулăшу ыйтма мĕншĕн çийĕнчех пымаççĕ-ха? Сăлтавĕ акă мĕнре. Чир пуçламăшĕнче çаксем хăйсене лайăх туяççĕ: вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кун пек чухне, паллах, вĕсем хăйсем чирлине çийĕнчех пĕлмеççĕ, тепĕр чухне сăн-питрен те сывă курăнаççĕ. Туберкулез чирĕ хăйне ăнсăртран палăртсан - ỹпкерен юн кайма пуçласан е юнлă сурчăк тухма пуçласан кăна - вĕсем врач патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Ватă çынсем ỹсĕрнине ватлăх тата табак туртни çине йăвантараççĕ, çавăнпа та вĕсем поликлиникăна çỹрессинчен пăрăнаççĕ. Туберкулез паллисем мĕнле-ха? Ку чирпе чирлисем час ывăнаççĕ, вăйран каяççĕ, хăвăрт тарлаççĕ, температура ỹсет, ỹсĕрттерме пуçлать. Туберкулез чирĕ вăрттăн иртнине тупса палăртас ĕçре флюорографи меслечĕпе тĕпчени нумай пулăшать. Çакнашкал тĕпчеве 15 çулхисенчен пуçласа ирттереççĕ. Тĕрĕслев витĕр çулталăкра пĕр хутчен кашнийĕнчех тухмалла. Ỹпкери питĕ пĕчĕк улшăнусем те флюорографи ỹкерчĕкĕнче уççăн курăнаççĕ. Ỹпке чирĕпе чирлĕ çынсем сывă çынсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Чирлĕ çын ỹсĕрнĕ, апчху тунă чухне сурчăк пĕрчисемпе туберкулез палочкине кăларать, вĕсем сывă çынна лекеççĕ, ăна сиенлеççĕ. Туберкулез чирлĕ çын усă курнă япаласем урлă та сывă çынна ерме пултарать. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче пирĕн района Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан медицина ĕçченĕсен бригади килсе çитрĕ. Вĕсем районти ялсене çитсе, çынсене флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Ку тĕрĕслевре 15 çул тултарнă кашни çыннăн тухма тăрăшмалла. Хисеплĕ район çыннисем! Хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслесси çинчен манса ан кайăр! Флюорографи - туберкулеза ир тупса палăртмалли меслет. Флюорографи тĕрĕслевĕнче пулнă хыççăн та сире врач чĕнтерет пулсан, ун патне пĕр тăхтаса тăмасăр кайăр. Туберкулезран хăвăртрах сываласси чире малтанхи тапхăрĕнчех сиплеме пуçланинчен нумай килет.

А.СЕМЕНОВА, врач-фтизиатр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика