06 декабря 2014 г.
"РоссиЯ 24" телеканалпа "Антология антитеррора" документлă фильм кăтартассине маларах пĕлтернĕччĕ. Ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа кунсерен 23 сехет çурăра çĕр çинчи питĕ пысăк хăрушлăх çинчен питĕ уççăн та кашни çынна ăнланмалла каласа пачĕç. Паян çак фильма курнă хăш-пĕр çынна сăмах паратпăр. Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий ЧУГУНОВ: - Малтанхи серинчех, "Кавказский спрут" ятлинче, "вăрçă тĕллевсĕр пулмасть" тесе калани пур. Террор акчĕсем, шел пулин те, тĕнчипех пулса иртеççĕ, вăл шутра Раççейре те. Террористсем тĕнчери мирлĕ пурнăçа пăтратас тĕллевпе нимĕнпе те айăпа кĕмен ватта-вĕтте вĕлерсе ыттисене хăратма тăрăшаççĕ. Çак пулăма уçса паракан, куçа уçакан фактсене фильмра нумай илсе кăтартнă. Фильмра террористсем хăйсем патне илĕртес тесе ислам тĕнне усă курса çамрăксем хушшинче радикаллă шухăш-кăмăла сарни пирки ăнлантарса пани чылай. Радикаллă шухăшсем мĕн патне илсе çитерни те фильмра питĕ лайăх палăрать. Çавăнпа та ваххабитсен тĕллевĕсем, шухăшĕ пирки çамрăксен уйрăмах лайăх пĕлмелле, çакă вĕсемшĕн питĕ пысăк асăрхаттару пулĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи Алексей ЕЛИСЕЕВ: - "Антология антитеррора" фильм питĕ тарăн шухăша ярать. Кунта терроризм историне, унăн тĕллевĕсене уçса панă. Çавăнпа та террористпа мирлĕ çын хушшинчи уйрăмлăха питĕ тарăннăн кăтартнă. "Патриоты" сери питĕ килĕшрĕ. Вăл - хăйсен тăван кĕтесне террористсенчен тасатнă хыççăн хăрушлăха пăхмасăрах кунĕн-çĕрĕн мирлĕ пурнăçа сыхлакансем пирки. Чăнах та, патриот сăмаха тивĕç вĕсем. Вĕсен хăйсен пурнăçĕнче çак хăрушлăха курма тивнĕ, пирĕн вара çакна пĕлсе хăрушлăха çывăха ярас мар тесе пурин те тăрăшмалла. Хăрушлăха хирĕç пурин те тăмалла тени питĕ тĕрĕс. Районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Валентина ЛЬВОВА: - "Россия 24" телеканалпа паянхи кун хумхантаракан çивĕч ыйтупа документлă фильм кăтартни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Владимир Машков фильма тĕрлĕ çынсен шухăшĕсене, калаçăвĕсене кĕртнĕ. Фильм пурнăçра асăрхануллă пулма вĕрентет, çамрăксене тĕрĕс çултан пăрăнса ирсĕрсен аллине çăмăллăнах лекме пултарассинчен асăрхаттарать. Шăпах боевиксем шанăçа кĕрсе çынсене тĕрлĕ майпа илĕртеççĕ, укçа-тенкĕ сĕнеççĕ. Вĕсем малашне ытлă-çитлĕ те ырă пурнăç пуласса шанса, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулма та хăрамаççĕ. Çакăн пек ăссăрла шухăшсем Раççей çамрăкĕсен пуçĕсене пырса ан кĕччĕр. Аслисен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересчĕ, тĕрĕс çул суйлама пулăшасчĕ. Унпа пĕрлех çын нумай çỹрекен, пулакан вырăнсенче асăрханулăха çухатас марччĕ, палламан çынсемпе пĕр чĕлхе тупма ан васкăр.