06 декабря 2014 г.
![Пултаруллă педагог Пултаруллă педагог](../UserFiles/news/20141210/ivanova_lidiya_nikolaevna_Preview.jpg)
Районта вĕрентỹ ĕçне пĕтĕм чун-чĕрипе парăнса, вăй-хала шеллемесĕр пурнăçласа пыракан учительсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Лидия Николаевна Иванова, Шăмăршă шкулĕнче математика предметне вĕрентекен аслă категориллĕ учитель. Л.Иванова кỹршĕллĕ Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕнче çуралса ỹснĕ. Матакри вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищинче вĕренсе кĕçĕн классен учителĕ пулса тăнă. Виçĕ çул тăван шкулĕнчех кĕçĕн çулхи шкул ачисене вĕрентнĕ. 1977-1986 çулсенче Шăмăршăри "Солнышко" ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. 1986 çултанпа вара - Шăмăршăри вăтам шкулта вăй хурать. Малтанхи ултă çул - кĕçĕн классенче. Мĕнпе палăрса тăратчĕ-ха вăл çак пысăк ĕç коллективĕнче? Ĕçченлĕхĕпе, класпа тата кашни ачапа уйрăммăн ĕçлеме тимлĕх çитернипе. Çĕнĕлле йĕркеленĕ интереслĕ уроксемпе. Ачасене ĕçлеттерме пĕлнипе. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе кашни уйăхрах класс пухăвĕ ирттернĕ, ачасен вĕренỹри çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерсех тăнă. Вăл кĕçĕн классенче "кашни ачах талантлă" тенине тĕпе хурса ĕçлетчĕ. Кашни ачан тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне тупса палăртма вара Лидия Николаевна питĕ нумай тăрăшатчĕ. Уроксем хыççăн ачасемпе тăтăшах тĕрлĕ конкурссем, вăйă евĕрлĕ представленисем ирттеретчĕ - пĕтĕм класс хаваспах хутшăннă унта. Кашнин валлиех роль, хăйне евĕрлĕ творчествăлла ĕç тупса панă вăл. Çакă, паллах, класс коллективне пĕр çемьене пĕрлештерсе тăма та пулăшнă. Вĕрентỹ ĕçне вара педагог чи пысăк тимлĕх уйăрнă. Программăпа пăхнинчен чылай мала кайса вĕрентсе пыратчĕ. Çак методика ачасене аслă классенче ăнăçлă ĕлкĕрсе пыма питĕ пулăшнă. Ахальтен мар вăл кĕçĕн классенче вĕрентнĕ ачасен хушшинче вăтам шкул "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕçлекенсен хисепĕ пысăкчĕ, ылтăн е кĕмĕл медале тивĕçнисем те пайтах пулнă. Сăмах май, пĕр класне вăл мĕн шкултан вĕренсе тухса кайичченех хăй ертсе пычĕ, завуч тивĕçĕсене пурнăçланă çулсенче те (2000 çулхи кăларăм). Вĕсемшĕн вăл шкулта амăшĕ вырăнĕнчехчĕ, çавăнпах пуль вĕренекенĕсем те ăна пурте питĕ хисеплеççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ. Çак класпа халĕ те çыхăну çухатмасть ырă кăмăллă класс руководителĕ. 1992 çултанпа Лидия Николаевна математика вĕрентекенĕ (куçăм мар майпа педагогика институтĕнче "математика" специальноçне алла илнĕ) тата завуч пулса тăрать. Вун виçĕ çул Шăмăршăри вăтам шкулта вĕрентỹпе воспитани ĕçĕсене йĕркелесе пырать, пысăк яваплăха туйса ĕçлет. Хастарлăхĕпе пултаруллăхне кура 2005 çулта ăна директор тивĕçне те шанса параççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл пĕтĕмпех шкул ĕçĕнче, коллектива вĕрентỹ валли кирлĕ условисемпе тивĕçтерессишĕн канăçа пĕлми тăрăшать. Çак çулсенчи чи пысăк çитĕнỹсенчен пĕри - шкул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илни (2006ç). Çак миллион тенкĕпе шкулăн пурлăх никĕсне самаях аталантарнă. Учительсен çĕнĕлле вĕрентес ăсталăхне ỹстернĕ çĕрте те усă курнă. 2005-2010 çулсенче шкул республикăри проектсенче хутшăнса та сахал мар çитĕнỹ тунă. Акă сăмахран, 2006 тата 2007 çулсенче - шкул таврашне тирпей-илем кỹртессипе, 2008 çулта - шкулти столовăйсен хушшинчи конкурссенче Дипломсем çĕнсе илнĕ. Шкул ачисем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăнă. 2007 çулта "Зарница" вăййинче тата КВН тупăшăвĕнче Шăмăршă шкулĕнче вĕренекенсем республикăра чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Районти шкулсен хушшинчи конкурссенче вара яланах малтисен ретĕнче пулнă. Çакăн пек кăтартусем патне, паллах, шкул директорĕ ертсе пынă. Юлашки çулсенче Л.Н.Иванова - математика вĕрентекенĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ халĕ 40 çулпа танлашать. Çав-çавах ĕçре те, обществăлла пурнăçра та хĕрỹллĕ, хастар. Палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлама вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест. Уроксем хыççăн юлса ачасене районта тата республикăра иртекен олимпиадăна, ăслăлăх конференцине хатĕрлет. Кунта та кăтартусем çук мар. Акă К.Гришняковпа А.Иванова Шупашкарта темиçе хутчен те призерсем пулса тăчĕç. 9 "в" класс руководителĕ пулнă май, ачасемпе нумай ĕçлет. Паян, сăмахран, тăрăшсах класс командине КВНа хатĕрлет. Халăх çут ĕç отличникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Лидия Николаевна паянхи çитĕнỹсемпе лăпланса лармасть, методика шайне ỹстерсех пырать, пĕрмаях çĕнĕлĕхсем шырать. Хăйĕн пуян ĕç опычĕпе ĕçтешсене паллаштарсах тăрать: уçă уроксемпе мастер-классем кăтартать. Вăл республикăри çут ĕç министерствин вĕрентỹ учрежденийĕсене аккредитацилекен комиссийĕнче - эксперт. Уроксем хыççăн вара яланхи пекех коллективпа тĕрлĕ обществăлла мероприятисене хутшăнать. Илемлĕ пултарулăха тата спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать. Кăçал та акă районти "Нацисен кросĕ - 2014" чупăва хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çапла канăçа пĕлмесĕр, яваплă та пархатарлă вĕрентỹ ĕçĕнче кĕтсе илет хăйĕн 60 çулхи юбилейне Лидия Николаевна Иванова. Эпир те ăна çак ятпа чĕререн саламлатпăр, малашне те çĕнĕ çитĕнỹсем тума сывлăх сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.