Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтах Саша

06 декабря 2014 г.

Пуçтах Саша

Хăйĕн вăрттăнлăхне Александр Ращупкин пĕрле çапăçакансем умĕнче те уçман. Çакă 1945 çулхи февральте çеç палăрнă: Т-34 танк механик-водителĕ... хĕрарăм пулнă иккен. Маларах Александра Митрофановна Ращупкинăна фронта ярасшăн пулман. Ун чухне вăл Узбекистанра пурăннă. Çулталăка яхăнах хăйне фронта яма ыйтса йăлăхтарнă вăл. Сăлтавĕ те пулман мар: Саша республикăри чи малтанхи трактористсенчен пĕри пулнă. Апла пулсан, уншăн танк та ют мар. - Мĕншĕн вăрçа каяс килнĕ-ха манăн? Çывăх çынсемшĕн, паллах. Çапăçусенче "Тăван çĕршывшăн!", "Сталиншăн!" тесе кашниех хăйсен çывăх çыннисемшĕн - кам ашшĕ-амăшĕшĕн, йăмăкĕпе шăллĕшĕн вилĕмпе куçа куçăн тăнă, - аса илет Александра Митрофановна. Юлашкинчен хĕр чееленме шутланă. -Çỹçе кĕске кастартăм, арçын тумне тăхăнса çар комиссариатне кайрăм, - тет кулса танкист. Александр Ращупкинăн (тĕрĕссипе хĕрарăм.- Ред.) докуменчĕсем пулманни никама та тĕлĕнтермен. 1942 çул вĕт, вăрçă кĕрлет. Салтака илнĕскер малтанласа Мускав çывăхĕнче водителе вĕренет, унтан, Сталинград патĕнче, танк механик-водителĕн курсне пĕтерет. Вĕренсе тухиччен пурĕ те виçĕ кун çеç юлнă пулнă - фашистсем шкула бомба тăкса аркатнă. Курсантка хамăрăннисем патне хырăмпа шуса тухнă. - Хĕрарăм - хĕрарăмах, - тет кăшт куларах Александра Митрофановна. - Ун чухне эпĕ чĕрĕ юлнинчен мар, ытларах вĕр-çĕнĕ çар тумĕ юрăхсăра тухнинчен хăрарăм. Ращупкина танкистка çакна та пытармасть: хăйĕн пĕрремĕш танкне курсан вăл самаях шикленнĕ мĕн. - Икĕ уйăх вĕрентĕм, хăнăхрăм ăна. Нивушлĕ çак тимĕр купине пăхăнтарма пултарăп-ши теттĕм, - аса илет вăл. Иккĕленĕве çĕнтерме пултарнă хĕр. Вăл Василий Чуйковăн 62-мĕш çарĕнче фашистсене хирĕç çапăçма тытăннă. Виçĕ çул танкист хĕрарăм пулнине никам та пĕлмен, кун пирки иккĕленỹ те пулман: салтак форми арçынна та, хĕрарăма та пĕр пекех тăвать çав. Ăна пурте Сашка тесе чĕннĕ. - Вăрттăнлăха çирĕп упранă эпĕ, - тет танкистка. - Сасса та хулăнлатма тăрăшаттăм. Юрать-ха, арçынсем умĕнче хывăнассинчен пăрăнма тăрăшаттăм. Енчен те çăвăнас тесен? Вăрçăра кун пирки тепĕр чух шухăшлама та вăхăт пулман, юлман та. Арçынсемпе пĕрле çапăçса вĕсен психологине лайăх пĕлсе çитрĕм. Танкист арçын мар, хĕрарăм пулни Польшăра çеç палăрнă. Пĕр çапăçура Ращупкинăн танкĕ засадăна çакланнă, çунма тытăннă. Ăна пулăшма çывăхри танк механикĕ васканă, суранне çыхма пуçланă. Ăна çăлнă танкист каярахпа çапла аса илнĕ: "Сашка Ращупкин механик-водитель çĕр çинче вырататчĕ. Йăлтах шурса кайнăччĕ хăй. Саша, чĕрĕ-и эсĕ тетĕп. Ăçтан амантăн? Вăл ман çине пăхать - анчах чĕнмест. Суранĕ - купарчи çинче иккен. Йĕмне антарма тиврĕ... Фронтра темĕн те курнă та - çакнашкаллине вара пуçласа. Александр Ращупкин - хĕрарăм иккен! Суранне çыхса ятăм. Кĕçех санитарсем те килсе çитрĕç, аманнăскере госпитале ăсатрĕç". Вăрçă хыççăн Александра килне таврăннă, качча тухнă. Унăн мăшăрĕ те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер. Вĕсем вăтăр çула яхăн пĕрле пурăннă. Александра Митрофановна 2010 çулхи июнь уйăхĕнче Самарăра вилнĕ - 97 çул тултарнă хыççăн тепĕр уйăхран.

Марко КОНЧАР. ("Республика" хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика