Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитре пулма çăмăл мар

13 февраля 2013 г.

Хăш-пĕр çĕр-шывра хĕрарăма питĕ тискер меслетсемпе "хитрелетеççĕ".

Мьянмăри, Бирмăри, Таиландри падаунг йăхĕн хĕрарăмĕсене "жирафсем" теççĕ. Вĕсен мăйĕ питĕ вăрăм. Пилĕк çулта хĕр ачасене ункă тăхăнтартаççĕ. Çулран çул вĕсен шучĕ ÿссе пырать. Çапла майпа мăй тăсăлать. Качча илекен тупăнсан ункăсене хываççĕ. Кăнтăр Африкăри ндбеле йăхĕнче те çакăн пек йăла çирĕпленнĕ.

Бразилире Амазонкăран çурçĕрелле тĕпленнĕ тино арçынĕсемшĕн çинçе, тăсмак питлĕ хĕрарăм хитре шутланать. Амăшĕсем хĕрĕсен питне ÿссе çитсен çаврака тата мăнтăр пуласран пĕчĕк чухне йывăç хăмапа пуса-пуса лапчăтаççĕ.

Эфиопири мурси йăхĕнче тăсăк туталлă хĕр илемлĕ. Качча тухма хатĕрленекен пикен тутине тăсса тăм турилкке вырнаçтараççĕ. Савăт мĕн таран пысăкрах – чиперкке çавăн чухлĕ илемлĕрех. Сурма йăхĕнче турилккене хăлхан аялти вĕçне лартаççĕ.

Японири аину йăхĕн хĕрарăмĕсем арçынсене илĕртме тута хĕррине шăтарса тĕрлесе пысăклатаççĕ, кăвак тĕс кĕртеççĕ. Çакă хитре çеç мар, усăллă та: усалсене хăратать. Çĕнĕ Зеландири маори хĕрарăмĕсем татуировкăпа кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Тута тата янах таврашĕнчи тĕрĕсем пит çинче вырнаçнă шалти секреци парĕсен ĕçне лайăхлатаççĕ.

Китайра XXI ĕмĕрчченех пĕчĕк ура лаппиллĕ хĕрарăм хитре шутланнă. Хĕр ачасен урисене ÿсме чарас тесе хытă бинтланă. Чăтма çук ыратнă, хăйсем тĕллĕн утайман пулин те мĕскĕнсем чăтнă. Хитрелĕх нимрен те пахарах çав! Сахарăри туарег йăхĕнче ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене вăйпа çитерет. Тулли хĕрарăм кунта – пулăхлăх палли. Умнелле авăнсан хырăм çинче 12 хутлам пулмасан хĕре никам та качча илмест.

Раççейри Перекет банкĕ клиентсемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Вăл çынсен нушине ăнланса, çăмăллăхсем кÿрсе кредит та парать. Çавăн пекех ял хуçалăхне, килти хушма хуçалăха, предпринимательлĕхе аталантарас кăмăллисем валли те банк алăкĕсем яланах уçă.

Раççей Перекет банкĕн 7507 " Канашри уйрăмĕн 093 " Шăмăршăри хушма офисĕнче Олег Хлюкина, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçине тата Сергей Воробьев предпринимателе, банк хăйне евĕр сертификат парса чысларĕ. Çак çынсем час-часах банк паракан кредитпа усă кураççĕ, шанчăклă клиентсем шутланаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика