10 декабря 2014 г.
Декабрĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Федераци Атăлçи округĕнчи регионсен граждан обществин аталанăвĕн институчĕсен Общество канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уçнă тата ертсе пынă. "Паян эпир питĕ улшăнуллă тапхăрта пурăнатпăр. Унччен тĕп пулса тăнă ăнлавсем те улшăнса, урăхланса пычĕç. Раççей каллех çав улшăнусен эпицентрĕнче тăрса юлчĕ, - тенĕ Михаил Викторович ларăва уçнă май. - Паян пире, пирĕн патшалăха, пирĕн халăха тепĕр йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Фашизм сĕрĕмĕпе аташакансем каллех пуç çĕклесшĕн..." Хура вăйсене çул парас мар тесен пирĕн пурин те, обществăпа влаçăн та, патриотизм туйăмĕпе пĕтĕçмелле, аслă ăрусен паттăрлăхне асра тытмалла, патшалăх хăватне тата вăйлатма тăрăшмалла. Шăпах çакă пулнă ларăвăн тĕп шухăшĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сăмахĕ те витерỹллĕ янăранă. Вăл вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пынине, вĕсене социаллă пулăшу кỹнине, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. "Пурнăçламалли татах нумай. Мĕн палăртнине пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртетпĕрех", - вĕçленĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ. Ларура ветерансемпе çамрăксен организацийĕсене, федерацин субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç тытăмĕсене, Атăлçи округĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисене, Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппаратне çар-патриот воспитанийĕн ĕçне лайăхлатма чĕнсе каланине йышăннă. Лару хыççăн Михаил Бабич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ-ренпе 70 çул çитнине Чăваш Респуб-ликинче уявлама хатĕрленес ыйтусемпе Правительство çуртĕнче канашлу ирттернĕ.