10 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕн В.Путинăн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн декабрĕн 12-мĕшĕнче - çĕршыв Конституцийĕн кунĕнче - Пĕтĕм Раççейре халăха хăйĕн ыйтăвĕпе йышăнмалли кун иртет. Вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Раççей Президенчĕн регионти йышăну пỹлĕмĕнче кунта килнĕ çынсен ыйтăвĕсене федерацин территори патшалăх влаç органĕсен, республикăри ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем е вĕсен уполномоченнăйĕсем, юристсем уçăмлатма пулăшĕç. Йышăнăва чĕрĕ черет мелĕпе йĕркелеççĕ, çумра паспорт е хăв кам пулнине ĕнентерекен урăх документ пулмалла. Район çыннисене район администрацийĕнче (Совет урамĕ, 8), çавăн пекех полици уйрăмĕнче харпăр-хăй ыйтăвĕпе йышăнаççĕ. Хăш-пĕр çĕнĕлĕх пур: енчен йышăнăва пынă çыннăн ыйтăвне ку е вăл специалист хуравлаймасан, ăна вырăнтах профильлĕ ведомствăпа çыхăнтараççĕ. Кунта та ыйтăва уçăмлатаймасан, ыйтупа пынă çынна çичĕ кун хушшинче уншăн меллĕ вăхăтра йышăнаççĕ, хурава пĕрле шыраççĕ. Йышăну пỹлĕмĕсем ăçта тата мĕнле ĕçлени пирки патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен официаллă сайчĕсенче тĕплĕ пĕлтернĕ.