Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăхăн Тĕп саккунĕ

10 декабря 2014 г.

Патшалăхăн Тĕп саккунĕ

1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче, пĕтĕм халăхпа анлăн сỹтсе явнă хыççăн, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Унăн тулли тексчĕ "Российская газета" хаçатăн 1993 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленсе тухнă. Конституци кунĕ - Раççей патшалăхĕн чи паллă уявĕсенчен пĕри. Пирĕн Тĕп Саккун Раççейри мĕнпур право системин никĕсĕ пулса тăрать. Ытти мĕнпур саккуна Конституципе килĕшỹллĕн çеç йышăнма юрать. Конституци йышăннăранпа çак документа хăш-пĕр хушăмсем кĕртнĕ. Юлашки тỹрлетỹ - Раççей Федерацийĕн Президентне Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ултă çуллăха суйласси (унччен тăватă çуллăхаччĕ). Çавăн пекех Патшалăх Думине те пилĕк çуллăха (унччен - тăватă çуллăхаччĕ) суйлатпăр. Конституци вăл - çĕршыври кашни çыншăн тĕп документ. Ăна пирĕн пурсăмăрăн та лайăх пĕлмелле, хисеплемелле, çирĕп пăхăнса пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика