10 декабря 2014 г.
Çак куна кашни çулах декабрĕн 9-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Уява Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. 1796 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Иккĕмĕш Екатерина императрица чи аслă çар наградине - Çвятуй Георгий орденне çирĕплетнĕ. Тăватă степень пулнă унăн, пĕрремĕшĕ - чи асли. 1807 çулта çак награда тĕслĕхĕпе салтаксем валли Георгий хĕресне туса хунă, ăна кĕмĕлтен хатĕрленĕ. Хĕреспе кĕçĕн чинлă çар çыннисене наградăланă. 1856 çулта ăна та тăватă степеньлĕ туса хунă. Революциччен Раççейре Георгий хĕресĕн кавалерĕсен кунĕ пулнă-ха, ăна декабрĕн 9-мĕшĕнче палăртнă, паттăрсене чысланă. Революци хыççăн вара çак уява пăрахăçланă. 2000 çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Çвятуй Георгий орденне каллех чи аслă орденсен шутне кĕртнĕ. 2007 çулта Патшалăх Думи ĕлĕкхи паллă куна каллех уяв тесе йышăннă. 2013 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Кремльти Георгиевски залĕнче Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕсен тулли, Çвятуй Георгий орденĕн кавалерĕсене йышăнассине йĕркелесе янă.