10 декабря 2014 г.
Çутçанталăкăн кашни тапхăрĕ хăйне майлă илемлĕ, асра юлмалла. Курма, хаклама çеç пĕлмелле çакна, асра хăвармалла, ыттисене те кăтартма пĕлмелле. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн çутçанталăкăн çамрăк тусĕсем чăннипех те нумай, вĕсен йышĕ ỹссе пыни те савăнтарать. Вĕсем кашни мероприятиех активлă хутшăнма тăрăшаççĕ. Халĕ, акă, кунта "Енчен те хĕл пулман пулсан..." выставка уçăлчĕ. Унта - ачасен хĕл илемне, ун тапхăрне хăйне енлĕ сăнланă вуншар ỹкерчĕк. Килсе курăр, паллашăр ачасен ĕçĕсемпе - ỹкĕнмелле пулмĕ.
С.ЛАРИОНОВА.