Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вăкăрпа суха тăваттăмăр, çурлапа тырă выраттăмăр…"

10 декабря 2014 г.

"Вăкăрпа суха тăваттăмăр, çурлапа тырă выраттăмăр…"

Туктаровсен йăхĕ Анат Чаткасра ĕмĕрĕпех ырă ятлă пулнă. Эпĕ Петр Николаевича аван пĕлеттĕм. Вăл - районти чăн малтанхи трактористсенчен пĕри, МТСра ĕçлени çинчен чуна хумхантармалла каласа паратчĕ. П.Туктаров чылай çул хушши "Восход" колхозра тĕп механик пулса ĕçлерĕ. Тăван çĕршыв ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Октябрьти революци орденĕсемпе наградăланă. - Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ хĕн-асап тỹснине аса илме те йывăр, - тетчĕ Петр Николаевич. - Эпир - вăрçă ачисем - вăй çитнĕ таран Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Эсĕ манăн Шупашкарта пурăнакан шăллăмпа - Николайпа тĕл пулма тăрăш-ха, вăл сана чăн тĕрĕссине каласа парĕ... Петр Николаевич чĕрĕ чухне унăн шăллĕпе курса калаçма май килмерĕ. Халĕ акă чылай вăхăт иртсен Николай Николаевичпа çитмĕл çул ытла каяллине аса илсе ларатпăр. - Эпĕ 1932 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, - сăмахне пуçларĕ Н.Туктаров. - Ĕç биографийĕ манăн 1941 çулта - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çырăнма тытăнчĕ. Лашасене фронт валли илсе кайнипе, колхозри мĕн пур ĕçе вăкăрсемпе пурнăçлаттăмăр. Манран килес пулсан, эпĕ çак выльăха чысласа палăк лартăттăм. Вăл халăха выçăпа вилесрен çăлса хăварчĕ, фронт валли тырă çитĕнтерме, ăна чукун çул станцине çити турттарма пулăшрĕ. Тата ĕне умĕнче кăвакарнă пуçăма таятăп: çак выльăх пулман пулсан ял ачисем шăкăринех выçăпа вилнĕ пулĕччĕç. Ку вăл пĕрре те ỹстерсе калани мар: вăрçă çулĕсенче вилĕм çави çав тери çивĕччĕ, ялта кашни кун тенĕ пекех çын пытаратчĕç. Çурлапа тырă вырнă, ун чух никам та "пилĕк ыратать" тесе нăйкăшман. Чирлесен те колхоз ĕçне тухмаллаччĕ. Пире никам та шеллемен, никам та мухтаман: пурте Çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ вĕт-ха, укçашăн мар. Вун виççĕре - вун тăваттăрах йывăр михĕсене йăтнă. Пирĕнсĕр пуçне урăх кам йăттăр-ха ĕнтĕ: ялта стариксемпе хĕрарăмсем кăначчĕ, вăрçăран аманса килнĕ фронтовиксем йывăр ĕçе пурнăçлайман. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çăмăл пулмарĕ. Çапах та ырă ĕмĕтпе, пурнăç лайăхланасса шанса пурăнаттăмăр. Мĕнле пулсан та вĕренсе ăслă çын пуласчĕ теттĕмĕр. Шăмăршă вăтам шкулне вĕренме кайрăм, 8-10 классене кунта пĕтертĕм. Общежитие вырнаçтарчĕç. Шăмат кунсенче, уроксем хыççăн, хуть те мĕнле çанталăк пулсан та киле таврăнаттăм, 20 çухрăм ытла çуран утнă... Алла аттестат илсен, Н.Туктаров Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1954 çулта çамрăк специалиста Украинăри Запорожье хулине ĕçлеме янă. Кунтанах ăна Совет Çарĕнчи службăна илнĕ. Радиооператорсен шкулне чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ чăваш каччи Хура тинĕс флотĕнчи Сывлăшран тапăннинчен хỹтĕлекен çарта службăра тăнă. Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ пулнă май, рота командирĕ Николайăн ашшĕпе амăшĕ патне Тав çырăвĕ янă. Салтакран таврăнсан Н.Туктаров Шупашкарти электроаппарат заводне ĕçе кĕрет. 1961 çулта ăна тин çеç уçăлнă электровиçев приборĕсен заводне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ, инженер-конструктор должноçне шанса параççĕ. Ку ĕçре унăн пултарулăхĕ часах палăрать: заводăн ятарлă конструктор бюровĕн йышăнăвĕпе ăна чăн малтисен йышĕнче "III категориллĕ инженер-конструктор" ят параççĕ. Николай Николаевич ун чухне хамăр çĕршывра тата тĕнчере те çук щитлă тата цифрăллă приборсем туса кăларма хутшăннă. СКТБ пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ май "Электроприбор" АО предприяти конструкторĕсемпе технологĕсен пысăк йышне ертсе пынă. Ĕçленĕ хушăрах Мускаври энергетика институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Николай Николаевичăн килти архивĕнче "Советская Чувашия" хаçатăн 1967 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи номерĕ упранать. Хаçатри "Çакăн пек пулмалла" статьяра ятарлă конструктор бюровĕн инженер-конструкторĕ Н.Туктаров çинчен çырса кăтартнă. Николай Николаевич пултаруллă наставник, тỹрĕ кăмăллă, çирĕп дисциплинăллă çын пулнине палăртнă. Вăл тăрăшнипе кăткăс та çав тери тĕрĕс тумалли заказсене питĕ хăвăрт та лайăх хатĕрлеççĕ. Николай Николаевичăн ĕçри хастарлăхне тата талантне Тăван çĕршыв тивĕçлипе хакланă. Машиностроени ĕçне пысăк тỹпе хывнăшăн ăна "Чи лайăх конструктор" тата "Чи лайăх рационализатор" ятсене панă. Н.Туктарова çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе, ВДНХ тата çĕршыври граждан оборонин медалĕсемпе, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знакпа, Хисеп грамотисемпе чысланă. Николай Николаевичăн "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур. Николай Николаевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 48 çул. Çавăн 35 çулне "Электроприбор" завода халалланă. Ахаль инженер-конструктортан ятарлă технологи бюровĕн (СКТБ) пуçлăхĕн çумне çити çĕкленнĕ. Тĕп конструктор тата тĕп технолог тивĕçĕсене те пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва кайсан Николай Николаевич общество ĕçне "кỹлĕннĕ", политика репрессийĕсенче шар курнисен Чăваш Республикинчи Ассоциацийĕн вице-президентĕнче нумай çул хушши чунтан тăрăшнă. "Чăваш Республикинче политика репрессийĕсенче инкек курнисене Асăнмалли кĕнекене" пухса хатĕрлеме тỹррĕмĕнех хутшăннă. Ку пархатарлă ĕçшĕн ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çакă та интереслĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2013 çулта Туктаровсен туслă çемйине кил-йыш йăли-йĕркине чыслăн тытса пынăшăн тата общество ĕçне активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Н.Н. Туктаров пурнăçĕ тăршшĕпех тăван района, çуралса ỹснĕ ялне асран кăларман, паян та Шăмăршă тăрăхĕн- чи хыпарсемпе интересленсех тăрать. Çулĕсем чылай пулин те, сад пахчинче тăрăшать, хаçат-журнал, кĕнеке вулать, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама хастар хутшăнать.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика