Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕ - чун уççи…

10 декабря 2014 г.

Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ çак кунсенче психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсем валли концерт лартса пачĕ. "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕ, ялти шкул учителĕсемпе "Василек" ача садĕнче ĕçлекенсем чăваш тата вырăс композиторĕсен, çавăн пекех хальхи эстрада юррисене чун хавалĕпе тата пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕç. И.Яковлева, В.Медведева тата Н.Медведева триопа, Ю.Гурьевпа А.Сорокин уйрăмшарăн юрлани залра ларакансен кăмăлĕсене уйрăмах çĕклерĕ. Çак кун интернат клубĕнче инвалидсене те хисеп турĕç. Интернат директорĕ Н.Поликарпов тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов ялти общество пурнăçне чи хастар хутшăнакан инвалидсене Грамотăсемпе чысларĕç.

Г.ПЕТЬКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика