10 декабря 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери Инвалидсен кунне халалласа, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче инвалидсем хушшинче мала тухассишĕн республикăри XVI спорт фестивалĕ иртнĕ. Фестивале Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, спорт тусĕсене çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă суннă. Шăмăршă районĕн чысне Кирилл Данилов (дартс), Игорь Пыркин (дартс), Кирилл Игнатьев (дартс, армспорт), Кристина Полякова (дартс), Василий Большаков (дартс,армспорт), Геннадий Елисеев (шашка) хỹтĕленĕ, малти вырăнсене йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене Хĕл Мучи кучченеçĕпе, Дипломпа тата медальпе чысланă.
М.ЯКОВЛЕВ