10 декабря 2014 г.
Вулакан Курак, Çерçи, Чĕкеç сăмахсене пысăк сас паллисемпе çырнинчен ан тĕлĕнтĕр: чăваш чĕлхин грамматикин йĕркине пĕрре те пăсмастăп эпĕ. Кусем пурте - çын ячĕсем. Ĕлĕкрех, медицина вăйсăр аталаннă чухне, ялта тин çуралнă ачасем нумайăн вилнĕ. Çавăнпа та, авалхи чăваш йăли-йĕркине пăхăнса, вилнĕ ача хыççăн çуралнине вĕçен кайăк е йывăç ятне панă. Çапла вара чăваш ялĕсенче Чĕкеç, Çерçи, Курак, Юман ятсем вăй илнĕ. Хамăр редакцире те Курак тете ĕçлетчĕ. Халĕ Курак ывăлĕ - Володя Михайлов вăй хурать.Пĕр вунă-вун пилĕк çул каялла кăна-ха районта çак ятлисем кашни ялтах темиçе те тĕл пулатчĕç. Халĕ мĕнлерех-ши лару-тăру? Ялсене ятарласах шăнкăравласа тухнă хыççăн çакă палăрчĕ: районта паян 17 Чĕкеç, 2 Çерçи, 11 Курак, 2 Чакак, 9 Юман пурăнать иккен. Чи çамрăк Чĕкеç - хĕрĕхре, Юмансенчен чи кĕçĕнни - аллă пĕррере.
Купăс ИВАНĔ.