Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам калĕ ĕçлемен тесе?

13 декабря 2014 г.

Кам калĕ ĕçлемен тесе?

Хаклă вулаканăмăр! 2014 çулхи календарь йăлтах çỹхелсе юлчĕ ĕнтĕ. Унăн кашни страници район историне мĕнле те пулин ырă ĕçпе çырăнса юлнă. Тен, хăшпĕрисем çулталăк тăршшĕпе мĕн чухлĕ ĕç тунине пĕлсех те каймаççĕ пулĕ, çавăнпах вырăнти влаçа критиклекенсем те тупăнаççĕ. Мĕн калăн кун пирки: урамра сарăлакан тĕрлĕ сас-хурана ĕненмелле мар, район хаçатне çырăнса илсе вуламалла теес килет çеç. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ, "2014 çул летопиçĕ" рубрика уçнă май, тĕрлĕ отрасльте çулталăк хушшинче тунă ырă ĕçсем çинчен каласа парĕ. Çырăнăр, вулăр район хаçатне - çĕнĕ хыпар çитерĕ вăл кашнин патне! 1.ÇУРТ ÇĔКЛЕНЕТ - РАЙОН ÇĔНЕЛЕТ Ял-ял тăрăх çỹренĕ май, унта та кунта илемлĕ çурт-йĕр çĕкленнине, уралтăсене çĕнетнине асăрхатăн. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраса, вĕлле хурчĕсем ĕрчетсе, хăшĕ-пĕри вара аякка ĕçлеме çỹресе укçа-тенкĕ тăвать. Районта "Кашни арçыннăн хăй ĕмĕрĕнче çурт лартмалла, сад ĕрчетмелле, ача ỹстермелле" ваттисен сăмахĕ пурнăçа кĕнине куçпа курса ĕненетĕн. Чăваш Республикинчи Строительство министерствипе Шăмăршă район администрацийĕ тунă килĕшỹ тăрăх, финанссен мĕн пур çăл куçĕпе усă курса кăçал пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 13000,0 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр туса лартмалла. Çав шутра экономи класĕллĕ стандартпа - 55 процент чухлĕ (7150 тăваткал метр). Январь-ноябрь уйăхĕсенче районта 10785,0 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çакăн 6008,0 тăваткал метрĕ - эконом-класс йышши. Кунта чăн малтан Шăмăршăри 12 хваттерлĕ çурта палăртмалла(514 тăваткал метр). Çулталăк вĕçлениччен районта тата 2215 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтнисенчен йĕркеленĕ черетре тăлăха юлнă 20 ача тăнă. Паллах, укçа-тенкĕ тивĕçменнипе пурин ыйтăвне те кăçалах татса пама май килмест. 2014 çулта 5 тăлăх ача валли çурт-йĕр çавăрма патшалăх 4473,15 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа туллин усă курнă. Районти пурăнмалли çурт-йĕрĕн специализациленĕ фончĕпе килĕшỹ туса, тăлăхсем валли хваттерсем туяннă. Федерацин "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта аталантарасси çинчен" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, кăçал 35 çултан аслăрах, ялта ĕçлекен 4 çынна пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме пурĕ 3266,6 пин тенкĕ укçа уйăрнă (çакăн 1666,0 пин тенки - федераци бюджетĕнчен, 1600,6 пин тенки - республика бюджетĕнчен). Çавăн пекех ялта ĕçлесе пурăнакан, 35 çула çитмен 5 çамрăк специалистпа çамрăк çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 3331,7 пин тенкĕ тăкакланă (1699,16 пин тенки - федераци бюджетĕнчен, 1632,54 пин тенки - республика бюджетĕнчен). Хальхи вăхăтра район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем "Раççей çемйи валли - пурăнмалли çурт-йĕр" программăпа килĕшỹллĕн черете тăма шутлакан граждансен списокне тепĕр хут тĕрĕслесе тухаççĕ. Чи тивĕçлисем çитес çулсенче патшалăх пулăшăвне илме пултарĕç.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика