13 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен Уполномоченнăй Павел Астахов пуçарнипе, "Новороссийăри елкăна!" ятпа Çĕнĕ çул умĕнхи акци иртнĕ. Донецк тата Луганск халăх республикисенчи хăйсен тантăшĕсем валли Раççей ачисем Çĕнĕ çул парнисем хатĕрлесе-пухса панă. Çак акцие "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ, Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕ, Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсем те хастар хутшăнчĕç. Парнесем хушшинче - пылак çимĕçсем, теттесем, кĕнекесем, шкул хатĕрĕсем тата ачасен ăсталăхне ỹстерме пулăшакан наборсем.
Н.ЕНДИЕРОВ.