13 декабря 2014 г.
![Салтак ячĕ - хисеплĕ Салтак ячĕ - хисеплĕ](../UserFiles/news/20141216/vasyukov_p.g._Preview.jpg)
Раççей Федерацийĕн "Салтак тивĕçĕ тата çар служби çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи çамрăксене çар службине илес ĕç малалла пырать. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн хушăвĕпе икĕ районтан 90 призывника салтака ямалла пулсан, декабрĕн 13-мĕшĕ тĕлне 85 çамрăка çар чаçĕсене ăсатнă та ĕнтĕ. Çак йышран 25-шĕ - Шăмăршă районĕн каччисем, вĕсенчен 2-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Çỹлерех асăннă федераци саккунне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ май, халĕ аслă пĕлỹллĕ, сывлăх енĕпе салтак стройне тăма юрăхлă çамрăксем повестка илсен тỹрех 2 е 3 çуллăха службăра тăма контракт çырма пултараççĕ. Кунашкал каччăсем кăçал 6-ăн пулчĕç, вĕсенчен пĕри - Шăмăршă йĕкĕчĕ. Званипе тата должноçпа килĕшỹллĕн контрактниксене çар чаçĕнче кашни уйăхрах шалу укçи тỹлеççĕ, вĕсене тивĕçекен ытти çăмăллăхсем параççĕ. Кăмăл пулсан, контракт срокĕ тухсан, ăна малалла та тăсма май пур. Кунта тепĕр çăмăллăха та асăнса хăвармалла: аслă пĕлỹллĕ контрактниксене сĕннĕ темиçе служба вырăнĕнчен (хуларан) вĕсем хăйсене килĕшекеннине суйласа илме пултараççĕ. Призывниксене çар специальноçĕсем парас енĕпе те çар комиссариачĕн пайĕ пĕр тикĕс ĕçлесе пырать. Кĕрхи призывра салтак стройне тăнă Шăмăршă районĕн çамрăкĕсенчен 6-шĕ служба умĕн водитель е водитель-электромеханик специальноçне илнĕ. Тĕпрен илсен, кĕрхи призыв мероприятийĕсем планпа килĕшỹллĕн тата чăрмавсăр пыраççĕ. Службăра пĕр çул тăрса ỹт-пĕве пиçĕхтерни, унта тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни салтак тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа киле таврăннă чăн-чăн арçынсене пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретĕнче пулнă çынсем ял-йышра та хисеплĕ.
П.ВАСЮКОВ, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕ.