13 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ бизнес-пĕрлĕхĕн сĕнĕвĕсене илтрĕ. Предпринимательсем налук тытăмне çывăх вăхăтра улăштармалла мар тесе ыйтнăччĕ. Унта 4 çул улшăнусем кĕртмĕç тесе палăртрĕ вăл Çырура. Владимир Путин бизнесшăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр темăна та - тĕрĕслев надзор органĕсем предпринимательсемпе ытлашшипех "кăсăкланни" - хускатрĕ. Президент бизнес-пĕрлĕхĕн пуçарăвне ырларĕ. Сăмах тĕрĕслевсен пĕрлехи федераци порталне туса хурасси пирки пырать, вăл РФ Генеральнăй прокуратурин официаллă сайтĕнче пулĕ ахăртнех. Кашни тĕрĕслеве уйрăм номер парĕç, эппин, ăна камăн пуçарăвĕпе ирттернине тата вăл мĕнпе вĕçленнинепăхма май килĕ. Çак меслет асăннă тытăма уçăрах тума пулăшĕ. Тепĕр самант - Раççее право гарантийĕсемпе таврăнакан капиталсен тулли амнистине ирттерессипе çыхăннă сĕнỹ. Енчен те çын укçи-тенкипе пурлăхне Раççейре легализацилет-тĕк ăна уголовлă, административлă саккунсемпе "хĕсĕрлемĕç". Çакă лайăх сĕнỹ. Çырура, манăн шухăшăмпа, тĕп вырăнта - Президент Раççей гражданĕсене хăйсен пурнăçне, ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ сферине пултарулăхпа хаклама - çыхăнтарма чĕнсе калани. Хамăра хамăр улăштарсан çеç çĕршыва пĕтĕмĕшле улăштарма май килет.
Э.ЖАМКОВА, район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.