13 декабря 2014 г.
Пуянкасси ялĕ тени кунта пуянсем çеç пурăннине çирĕплетмест - кашни çын хăйĕн пурнăçне хăйне майлă сыпăнтарса пырать: кам выльăх-чĕрлĕх усрать, теприн - аллисем ылтăн. Ял пурнăçĕ - ял пурнăçĕ: эпир пурте хресченсем. - Эй, шăллăм, ватлăхра та ( ăна ватă тесе калаймăн. - Авт.) ахаль ларас килмест вĕт, - терĕ А.Андреев. Анатолий Петрович тивĕçлĕ канăва кайичченех "Правда" колхозра ĕçленĕ, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулнă. "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята ăна ахальтен паман ĕнтĕ. - Çак ята тỹрре кăларас килет, - тет ĕç ветеранĕ. Килти хушма хуçалăх та ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă вĕт. Ĕмĕрĕпех выльăх-чĕрлĕх усранă та, халĕ те картиш, витесем пушă мар. Мăшăрăмпа иксĕмĕр тăрăшатпăр. Ир тăрсан та, каçпа та - пĕр ĕç. Сăмах май Анатолий Петровичăн мăшăрĕ те - Вера Михайловна - ĕç ветеранĕ, ялта çуралса ỹснĕскер. Ĕç çумне те ачаллах çыпăçнă. Вуникĕ сысна халĕ Андреевсен. Тăваттăшĕ - çăвăрлаканнисем. Кил хуçисем каланă тăрăх, вĕсем кашни çулах вуншар çураран кая мар çăвăрлаççĕ. Вĕсене сутса та тупăш илме май пур - кашни çулах хĕрĕх ытла. Ытти - аш-какая каять. Каллех - тупăш. Ял çынни ĕнесĕр те пурăнаймасть. Хальлĕхе вĕсем ăна пĕр пуç тытаççĕ. Витере пăру та пур. - Ĕнене сунă чух талăкра 10-12 литр сĕт сутаттăмăр, - тет Вера Михайловна. - Халĕ пĕтĕ - çывăх вăхăтрах пăруламалла. Çакăн хыççăн сăвăм татах ỹсессе шанатпăр. Сутмалăх пăру та пулĕ. "Эх, çăмарта, çăмарта - ирĕлет вăл çăварта", - теççĕ хăшĕсем. Чăх-чĕп пулмасан, вăл та пулас çук. Андреевсем вара ку тĕлĕшпе те пуян.Хуçи чăхсене апат пама тухсан вĕсен йышне хам та шутласа кăлараймарăм. Киккириклĕ сар автанĕ çеç çине-çинех авăтрĕ... Юлашкинчен çакна çеç каласшăн: халĕччен Андреевсем аш-какай, юр-вар таврашне сутăн илсе курман - пурте хăйсен.
В.НИКОЛАЕВ.