Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манас марччĕ вăрçă паттăрĕсене

13 декабря 2014 г.

Манас марччĕ вăрçă паттăрĕсене

Вырăс Чукалпа Çĕнĕ Чукал ялĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă çынсенчен 299- ĕшĕ çуралса ỹснĕ тăрăха таврăнайман. Вăрçăра вилнисене асăнса, яла пырса кĕнĕ çĕрти илемлĕ вырăнта палăк лартнă: пултаруллă скульптор çамрăк салтакпа унăн амăшĕн кỹлеписене чĕрĕ пекех ĕненмелле ăсталанă. - Çак палăка колхоза Александр Вершинин ертсе пынă чухне - çур ĕмĕр каяллах лартнă, - терĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов. - Ăна кашни çулах сăрласа-çĕнетсе тăратпăр. Палăк йĕри-тавра вăрçăран таврăнайман паттăрсен ячĕпе лартнă шурă хурăнсем кашлаççĕ. Вĕсем шăпах 299 - кашни салтака асăнса пĕрер тĕп хурăн. Палăк çумне çырса хунă хушаматсем çилпе-çумăрпа тата хĕрỹ хĕвелпе шупкаланнă. Геннадий Петрович çывăх вăхăтра вĕсене çĕнетсе çырма шантарчĕ. Палăка та çĕнетмелле. Уйрăмах пăшăрхантараканни вара - йĕри-тавра тытнă йывăç карта çĕмĕрĕлсе ишĕлме пуçлани. Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕччен тимĕр карта тытма май тупмаллах. Кỹршĕллĕ Кивĕ Чукалти вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк та тĕссĕрленнĕ. "Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав" тесе çырни те палăк çумне пырса пăхмасăр та курăнмасть. Çĕрлехи вăхăтра палăка çутатса тăмалла тусан аван пулĕччĕ. Шамкай ялне те çитсе куртăмăр. Тахçан вулăс центрĕ пулнă ялта паян пурĕ те 11 çын çеç пурăнать. Çак ялта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра урăх облаçсенче пурăнакан ентешсен укçи-тенкипе йывăçран Çвятуй Троица чиркĕвĕ ячĕллĕ часовня лартнă. Çав вăхăтрах вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк йăлтах тĕссĕрленнĕ, карти те çĕрĕшнĕ. Кунта, паллах, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕн тăрăшуллăхĕпе пуçаруллăхĕ кирлĕ. Тен, часовня валли пин-пин тенкĕ укçа шеллемен ентешсем палăка çĕнетме те ỹркенсе тăмĕç? Çак пысăк ĕçе халĕрех пуçăнасчĕ. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнчи икĕ палăк пирки те ял пуçлăхĕсене ỹпкелесе каламалли пур. Асанкассинчи палăк çине вăрçăран таврăнайманнисен хушамачĕсене те çырса çапман. Пăчăрлă Пашьелĕнчи палăк çинче хушаматсем пур пулин те, тĕсне çухатнипе вĕсене вулама йывăр. Çак ялта Çĕнтерỹ паркĕ те пур. Ял-йыш çав тери ырă ĕç тунă. Анчах та парка çỹп-çапран тасатманни кăмăла пăсать. Юр лариччен кунта субботник йĕркелеме пулатех ĕнтĕ, ялти вăтам шкул дирекцийĕ те хирĕç пулас çук пулĕ. Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен ултă ялта та палăксем пур. Шел те, вĕсене Çĕнтерỹ уявĕ çитес умĕн кăна сăн кĕртеççĕ пулмалла. Ирçе Тĕккинчи палăк йĕри-таврашне хыт-хура пусса илнĕ. Çĕнĕ Шăмăршăри палăк йĕри-тавра тытнă йывăç карта ишĕлме тытăннă, алăкĕ те йăваннă. Çак ялта предпринимательсем те, укçа-тенкĕллĕ ытти çынсем те пурăнаççĕ ĕнтĕ. Нивушлĕ палăк сăн-сăпачĕ вĕсене пĕрре те пăшăрхантармасть-ши? Вăрçăран таврăнайман тăвансем чĕрĕлсе тăрас пулсан, паянхи ял-йыша мĕн каланă пулĕччĕç-ши? Пуянкасси ял тăрăхĕнчи палăксем пирки ытлашши тиркесе каламаллиех тупăнмарĕ. Виçпỹрт Шăмăршă çыннисем хăйсен вăйĕпе тата укçи-тенкипе палăк йĕри-тавра тимĕртен илемлĕ карта тытнă пулсан, Пуянкассинчи палăк картине юсама тăрăшакан çук пулмалла. Палтиел ял тăрăхĕнчи палăксем пирки каламалли пурах. Палтиелĕнчи палăка тĕпрен юсамалла, никĕсе ватса вĕрене шăтса ỹснине те асăрхамаççĕ пулмалла ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем. Вăрçăра вилнисен хушамачĕсене те компьютерпа пичетлесе вĕтĕ сас паллисемпе çырнă. Лупа тытса вуламалла-и вĕсене? Патирекри палăк çине çырнă хушаматсем те тĕссĕрленнĕ. Палăка та юсаса илемлетмелле. Васан ял тăрăхĕнчи палăксем çинче вара вăрçăра вилнисен хушамачĕсене пачах та курмарăмăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин ăнлантарнă тăрăх, хушаматсен списокне Çĕнтерỹ кунĕнче çакса хураççĕ иккен. Вырăссем çак йăлана "показуха" теççĕ, чăвашла "ячĕшĕн ĕç туни" тесен тĕрĕсрех-ши? Кун пирки ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем хăйсен сăмахне каласса кĕтетпĕр. Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи кашни ялтах палăксем лараççĕ. Ытти ялсенче пурте йĕркеллех пулсан, Анат Чаткасри палăк-обелиск ишĕлес хăрушлăх пур. Ял халăхĕ пулăшнипе Çĕнтерỹ уявĕччен çĕнĕ палăк туса лартмаллах. Ку вăл - чĕррисен пысăк тивĕçĕ, вăрçăра вилнисен умĕнчи ĕмĕр татăлми парăма кăштах та пулин пĕчĕклетме тăрăшни.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика