Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл Мишшине халалласа

13 декабря 2014 г.

Васанти краеведении музейĕнче "Кăвар чĕреллĕ поэт" темăпа поэзи каçĕ пулса иртрĕ. Ăна Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă. Чи малтанах музей директорĕ Г.Ларшников "Çеçпĕл сăнарĕ манăн чĕрере" темăпа доклад туса пачĕ, хăй çырнă "Тавах сана, Çеçпĕл" сăввипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ялти шкулти чăваш чĕлхипе литература учителĕ А.Ларионов тата Е.Исметова библиотекарь вилĕмсĕр поэтăмăрăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕ З.Свеклова Украинăра, Çеçпĕл пурăннă вырăнсенче, пулса курни çинчен каласа пани те кăсăклă пулчĕ. Поэзи каçне хутшăннă Васанти, Палтиелĕнчи, Шăмăршăри 40 шкул ачи Çеçпĕл сăввисене ăста вулас тĕлĕшпе тупăшрĕç. Конкурс çĕнтерỹçи - Шăмăршă вăтам шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренекен Лиза Головинская.

Г.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика