Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Константин Иванов çулне кĕтетпĕр

13 декабря 2014 г.

Константин Иванов çулне кĕтетпĕр

2015 çулхи майăн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе йышăннине пирĕн районта пурăнакансем мĕнле хаклаççĕ-ха? Константин АНИСИМОВ, Шăмăршăри вăтам шкулти музыка учителĕ: - Константин Васильевичăн мухтавлă ячĕ чăваш халăхĕшĕн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн хаклă ят тейĕттĕм эпĕ. Вăл чăваш литературине пуçарса яраканĕ кăна мар, чăваш халăх культурин кĕмĕл çăлкуçне чавса уçаканĕ те. Астăватăп-ха, Константин Иванов 100 çул тултарнине ЮНЕСКО шайĕнчех уявласа ирттернĕччĕ. Кун пек пысăк чыса кашни халăхах тивĕçеймест. Çавăнпа та эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне ырлатăп тата ăна пурнăçа кĕртме хутшăнмашкăн тăрăшатăп. Зинаида ПАДЮКОВА, ĕç ветеранĕ, Раççей тата Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (Карапай Шăмăршă ялĕ): - Эпĕ пĕчĕк чухнех "Нарспи" поэма çинчен илтнĕ, ялти хĕрарăмсем çак произведение йĕре-йĕре вулатчĕç. Ỹсерехпе "Нарспие" хам та темиçе хут вуласа тухнă, шкулта хăш-пĕр сыпăксене пăхмасăр калама вĕрентетчĕç. Константин Васильевич Иванов - чăваш халăхĕн чи чаплă сăвăçи, вăл çырнă хайлавсем ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2015 çула Иванов çулталăкĕ тесе йышăннине эпĕ чĕререн ырлатăп. Эпĕ хамăр ял çыннисем те Указа ырлани пирки шантарса калатăп. Аркадий КУЗЬМИН, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ тăван литературăпа культурăна малалла аталанма пулăшасса çирĕп шанатăп. Ним пытармалли те çук, хальхи вăхăтра культурăра та, литературăра та татса памалли ыйтусем тем чухлех. Укçа- тенкĕ çителĕксĕр уйăрнипе, пултаруллă сăвăçсем те хăйсен кĕнекисене пичетлеймеççĕ. Акă çитес çул Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Владимир Бараев-Сĕркке поэт çуралнăранпа 105 çул, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 100 çул çитет. Илпекĕн кĕнекисем библиотекăра курăнкалаççĕ-ха, анчах Бараев кĕнекисем тахçанах çĕтĕлсе пĕтнĕ. Мĕнле пулсан та патшалăх шучĕпе çитес çул Бараевăн пĕр-пĕр кĕнекине - уйрăмах "Али паттăр" юмахне - пичетлесе кăларасчĕ.

Купăс ИВАНĔ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика