17 декабря 2014 г.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче - Раççей Конституцийĕн кунĕнче - Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе çĕршыври патшалăх влаçĕн пур органĕнче те граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕпе йышăнмалли кун иртнĕ. Шăмăршă район администрацийĕнче граждансене район администрацийĕн пуçлăхĕ тата унăн çумĕсем, пайсен ертỹçисем йышăннă. Çак кун район администрацийĕнче граждансене регистрацилемелли ятарлă мобильнăй центр йĕркеленĕ. Кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен районти пур организаципе учреждени, ял тăрăхĕсен ертỹçисем граждансене черетпе килĕшỹллĕн йышăннă. Район администрацийĕнче, вăл е ку ыйтăва вырăнта тỹрех татса пама май килмесен, видеоконференцçыхăну меслечĕпе çак ыйтушăн яваплă çынсем патне тухнă. Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕнче район администрацийĕнче 443 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 19-шне тивĕçлĕ çынсем йышăннă, 24 гражданин çыхăну майĕпе ыйту панă. Йышăнăва пынă е шăнкăравланă кашни çыннах ыйтусем тăрăх тĕплĕн ăнлантарнă. Граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, сывлăха сыхлас ĕç тата коммуналлă хуçалăх ĕçĕ ытларах хумхантарать. Раççей Президенчĕн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн, Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли куна кашни çулах ирттереççĕ.
З.ВОЛКОВА.