17 декабря 2014 г.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче, юн кун, пирĕн районта та черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Темисем: "РФ Президенчĕн В.Путинăн Федераллă Канаша янă Çырăвĕ. Чăваш Рсепубликин 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен. Чăваш Республикинчи халăха социаллă хỹтлĕх парас енĕпе хушма мерăсем çинчен ("ЧР Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш №-лĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен"). ЧР Президенчĕн 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи 97-мĕш №-лĕ "ЧР яллă вырăнсенчи культура учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен", ЧР Пуçлăхĕн 2014 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи 86-мĕш №-лĕ "ЧР культурăпа туризм сферинчи патшалăх политикине аталантарас енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕсене пурнăçа кĕртесси тата ЧР Культура çулталăкĕнчи мероприятисем çинчен. ЧР территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне сирес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем пирки. Республикăри пичет кăларăмĕсене 2015 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарасси епле пыни çинчен". Информаци кунĕн мероприятийĕсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ - Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Вадимович Мешков (Пăчăрлă Пашьелĕнчи ял тăрăхĕнче), Раççейри ял хуçалăх тĕрĕслевĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Владимирович Романов (Анат Чаткасри тĕп шкулта, "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕнче), Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Васильевич Юшин (Шăмăршă тата Пуянкасси ял тăрăхĕсенче, шкулсенче) пулаççĕ, асăннă ыйтусем тăрăх коллективсенче калаçусеем йĕркелеççĕ.