Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унта - "шап!", кунта - "шап!"

17 декабря 2014 г.

Ача-пăчашăн çеç мар, çитĕннисемшĕн те Çĕнĕ çул - чи хаваслă уявсенчен пĕри. Акă мăнуксем тахçантанпах ĕнтĕ Хĕл Мучипе Юр пике пысăк михĕпе килрен киле парне валеçсе çỹрессе кĕтме тытăнчĕç. Вĕсем юмахри çак сăнарсем пурнăçра чăннипех те пуррине çирĕп ĕненеççĕ, Хĕл Мучипе унăн мăнукĕ Баскак тăрăхĕнчи вăрманти пỹртре пурăнаççĕ тесе шутлаççĕ. Çĕнĕ çул çывхарнине Шăмăршăра унта та кунта петардăсем шаплатни те систерет. Тепĕр чух çумрах шаплатать те, чун çỹçенсе каять. Пĕлтĕр "Магнит" лавкка умĕнче хăрушшăн кĕрĕслетнĕ сасă пĕр карчăка чутах пурнăçран уйăрман, юрать-ха "васкавлă пулăшу" машини хăвăрт çитсе ĕлкĕрнĕ. Петардăсемпе ачасем ашкăнаççĕ, садике çỹрекеннинчен пуçласа пĕвĕпе ашшĕ-амăшне хăваласа çитни таранах. - Петардăсем пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, - тет районти пушар надзорĕн уйрăмĕн аслă инспекторĕ М.Ильин. - Республикăра ача пỹрнисене татса ывăтнă тĕслĕхсем те пулнă. Петарда пушар тухас хăрушлăх та кăларса тăратать. Тавар туса кăларакансем (петардăсемпе фейерверксене ытларах Китайпа Вьетнамран илсе килеççĕ) продукци пахалăхĕшĕн тăрăшманни те пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Медиксем каланă тăрăх, районта кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕнче кам та пулин аманать: пит-куçне хĕлхем ĕнтсе илет, алă пỹрнисем сиенленеççĕ тата ытти те. Çавăнпа та ача-пăча тухтăрĕсем петардăсемпе фейерверксене çул çитменнисене сутнине хирĕç. Ку тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнмалла тесе шутлаççĕ вĕсем. Камăн йышăнмалла-ха мерине? Паллах, полици ĕçченĕсен. Китай фейерверкĕ çỹлелле çĕкленмесĕр тĕрлĕ еннелле хĕлхем сапнине пула пĕлтĕр Шăмăршăра чутах пушар тухман. Аслисем курман пулсан, пысăк инкек пуласси те часахчĕ. Тата çакна та калас килет. Темиçе çул каялла илемлĕ фейерверка ятарлă вырăнсенче çеç яратчĕç. Халĕ вара - кашни картишрех теме пулать. Савăнăçĕ те пур, хăрушлăхĕ те юнашарах...

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика