Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бал ташши илемлĕ те асамлă…

17 декабря 2014 г.

Бал ташши илемлĕ те асамлă…

Декабрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн Керменĕнче кадетсен бал ташшисен регионсем хушшинчи VIII конкурсĕ иртнĕ. "Кадетсен Георги балĕ" пĕрремĕш хут 2007 çулта пулнăччĕ. Кăçалхи бала Чăваш Енри 20 вĕренỹ заведенийĕнчи 300 ытла кадет, çавăн пекех Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчи кадетсем те хутшăннă. Шăмăршă районĕн чысне балра Шăмăршăри вăтам шкулти 9-мĕш кадет класĕ хỹтĕленĕ. "Ятарлă бал композицийĕ" номинацире шăмăршăсем çĕнтерỹçĕ пулса тăнă тата Кубок илме тивĕçнĕ. "Ирĕклĕ бал композицийĕ" номинацире те призерсен шутне кĕнĕ. "Балри чи лайăх мăшăр" номинацире каллех Руслан Кудряшовпа Ксения Фомина призерсем пулса тăнă. Кадетсен Георги балне йĕркелекенсем Шăмăршăри вăтам шкул директорне В.Хорькована, В.Кузьмина хореографа, класс ертỹçине А.Яковлевана, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумнее Н.Милюшкинана, А.Еремеев воспитатель-наставника Грамотăпа тата Тав çырăвĕпе чысланă.

Н.МИЛЮШКИНА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика