Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăрту хыççăн ăмăрту

17 декабря 2014 г.

1997-1998 çулсенче çуралнă çамрăксем самбо енĕпе иртнĕ республика чемпионатне хутшăннă. Шăмăршă каччи Николай Шиллер 83 килограма çитичченхи виçере иккĕмĕш вырăн йышăннă. Николай çавăн пекех 1995-1997 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче дзюдо енĕпе иртнĕ республика чемпионатĕнче те иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак чемпионатра унăн командăри юлташĕ Денис Захаров та палăрнă, 55 килограма çитичченхи виçере иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак кунсенчех Етĕрнере пĕр тăван Таланцевсене асăнса çамрăксем хушшинче самбо енĕпе XII уçă турнир иртнĕ. Унта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен "Туслăх" спорт шкулĕнчи 12 спортсмен та хутшăннă. Кавир çинчи çивĕч кĕрешỹре 47 килограма çитичченхи виçере Алсу Федорова - пĕрремĕш, Кристина Чебан - иккĕмĕш вырăн йышăннă. Арçын ачасем хушшинче Михаил Попов - иккĕмĕш, хăйсен виçисен категорийĕсенче Илья Васильев, Дмитрий Денисов, Антон Чураев, Максим Матросов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Турнирăн генеральнăй спонсорĕ "Ядринмолоко" ОАО çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, Грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

А.ИЧАНКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика