17 декабря 2014 г.
Икĕ хутчен "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден илме тивĕçлĕ пулнисем республикăра нумаях мар. Çак наградăпа вăрçăри паттăрлăхшăн чысланă çынсенчен пĕри - Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ, кунтанах фронта тухса кайнă Николай Сандрейкин. Николай Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи май уйăхĕчченех хутшăннă. 342-мĕш стрелковăй дивизире вăл 82 мм миномет наводчикĕ пулнă. 1942 çулхи май уйăхĕнче пĕр хаяр çапăçура йывăр аманать, госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăрать. Хальхинче 1022-мĕш стрелковăй полкра тăшмана хирĕç çапăçать. Каллех амантаççĕ, Мичуринск хулинчи госпитальте сипленет. 1019-мĕш стрелковăй полкра 120 мм миномет наводчикĕ пулса фашистсене тĕп тăвать. Украинăна, Белоруссие, Польшăна тăшман аллинчен ирĕке кăларма хутшăнать, Кенигсберг (халĕ - Калининград) хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартать. Фронтри хăюллăхшăн Николай Ивановича Тăван çĕршыв икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, Отечествăлла вăрçă орденĕпе, "Çапăçусенче палăрнăшăн" тата ытти медальсемпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан Н.Сандрейкин авланнă, хăйĕн мăшăрĕпе Матрена Федоровнăпа 11 ача çуратса ỹстернĕ. Паттăр фронтовик 2000 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Н.САВЕЛЬЕВ.