17 декабря 2014 г.
Раççей Федерацийĕнчи патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюз пĕрлешĕвĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн, çак кунсенче Шăмăршăри пушар чаçĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Пушар чаçĕнчи профсоюз комитечĕ юлашки 5 çулта, 2009 çулхи ноябрьтен пуçласа 2014 çулхи декабрьччен планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пынă. Чаçра пурĕ 25 çын вăй хурать, пурте - профсоюз членĕсем. Вĕсем профсоюз комитечĕн мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ. РФ Ĕç Кодексĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе ĕçлекен комитетăн пушар хăрушсăрлăх службин начальникĕпе чаçри профсоюз комитечĕн председателĕ коллективлă договор çырса хатĕрленĕ (ăна кашни виçĕ çулта çыраççĕ), Шупашкарти Калинин районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕнче регистрациленĕ. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем валли хăрушсăрлăх йĕркисене тивĕçтерекен ĕç условийĕсем йĕркеленĕ. Профсоюз членĕсем районти тата республикăри спорт мероприятийĕсенче те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, лайăх результатсемпе палăраççĕ. Пушарнăйсем çавăн пекех "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат ирттерекен чупу эстафетине те çулленех хутшăнаççĕ. Республикăри пушар хăрушсăрлăх служби йĕркелекен професси ăсталăхĕн конкурсĕнче те лайăх результатсем кăтартаççĕ. Сăмахран, кăçал пушар чаçĕсем хушшинче ирттернĕ зонăри конкурсра пирĕн команда виççĕмĕш вырăн йышăнса республикăра та вăй виçме тивĕçлĕ пулчĕ. Караулта дежурствăра тăракан пушарнăйсен пỹлĕмĕнчи сĕтел çинче - "Советская Чувашия" тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатсен подшивкисем. Çак хаçатсене килес çулхи пĕрремĕш çур çул валли те çырăннă. Вĕсенче вуламалли интереслĕ статьясемпе заметкăсем нумай. Отчетпа суйлав пухăвĕнче коллектив пĕр сасăллă пулса председатель тата профсоюз комитечĕн 3 членне суйласа хăварнă. 2015 çулхи февральте иртекен патшалăх учрежденийĕсен работникĕсен профсоюзĕн районти отчетпа суйлав конференцине пирĕн коллективран виçĕ çын хутшăнать. Вĕсем ĕçре тăрăшулăхпа палăраççĕ, чаçри профсоюз пурнăçĕнче те хастар.
А.НИЗАМОВ, районти пушар чаçĕнчи профсоюз комитечĕн председателĕ.