20 декабря 2014 г.
![Культура учрежденийĕсене - сертификатсем Культура учрежденийĕсене - сертификатсем](../UserFiles/news/20141223/meshkov_Preview.jpg)
Юн кун, декабрĕн 17-мĕшĕнче, пирĕн районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулнă вăхăтра информаци ушкăнĕсем çак ыйтусене сỹтсе яврĕç: "РФ Президенчĕн В.Путинăн Федераллă Канаша янă Çырăвĕ. Чăваш Республикин 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен. Чăваш Республикинчи халăха социаллă хỹтлĕх парас енĕпе хушма мерăсем çинчен ("ЧР Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш №-лĕ Указне улшăнусем кĕртесси çинчен"). ЧР Президенчĕн 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи 97-мĕш №-лĕ "ЧР яллă вырăнсенчи культура учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен", ЧР Пуçлăхĕн 2014 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи 86-мĕш №-лĕ "ЧР культурăпа туризм сферинчи патшалăх политикине аталантарас енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕсене пурнăçа кĕртесси тата ЧР Культура çулталăкĕнчи мероприятисем çинчен. ЧР территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне сирес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем пирки. Республикăри пичет кăларăмĕсене 2015 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарасси епле пыни çинчен". Информаци кунĕнче пирĕн района Шупашкартан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ - Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Вадимович Мешков, Ветеринарипе фитосанитарин федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Николай Владимирович Романов, Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Васильевич Юшин килсе çитрĕç. Вĕсем малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Валерий Петрович Фадеевпа тĕл пулчĕç, информаци кунĕн программи пирки калаçрĕç. О.В.Мешков тата В.П.Фадеев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ малтанах Шăмăршăри строительство объектне çитрĕ, инвалидсемпе пĕччен ватăсем пурăнмалли уйрăмăн 2 хутлă çĕнĕ çуртĕнче шалти ĕçсем мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ. Çакна та палăртмалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшнипе 30 çын вăхăтлăх пурăнмалли çурт тума хушма укçа-тенкĕ уйăрнă. Раççейри Пенси фончĕ объекта хута яма 13 миллион тенкĕ куçарнă. Кун хыççăн информаци ушкăнĕ Пăчăрлă Пашьелне тухса кайрĕ. Ялти клуб учрежденине пухăннă халăх умĕнче О.В.Мешков тата В.П.Фадеев кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх калаçрĕç. Модернизаци никĕсĕ çине куçнă май, Олег Вадимович Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Кивĕ Чукалти клуб учрежденийĕсене Сертификатсем пачĕ. Вĕсен сумми 400-шер пин тенкĕпе танлашать. Сертификатсемпе килĕшỹллĕн, культура учрежденийĕсене музыкăпа çутă аппаратурисемпе, видеопроекци оборудованийĕпе, юрă-кĕвве аранжировка тума май паракан компьютерсемпе, сцена чаршавĕсемпе, костюмсен комплекчĕсемпе, музыка инструменчĕпе тивĕçтереççĕ. Çак çăмăллăхсене Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче яллă вырăнсенчи культура учрежденийĕсене аталантарас тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн параççĕ. "Клуб учрежденийĕсене модернизацилени çĕнĕлле ĕçлеме, ял çыннисен, уйрăмах çамрăксен канăвне усăллăрах та туллинрех йĕркелеме май парать, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев. - Çавăнпа та, Сертификат илнĕ май, çак учрежденисен ертỹçисен ĕçри яваплăхĕ те ỹсет". Ял çыннисем тĕл пулу вăхăтĕнче хăйсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем илчĕç. Тепĕр информаци ушкăнĕ - ун йышĕнче Е.В.Юшин тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров пулчĕç - Пуянкассине çитрĕ, ял тăрăхĕн активĕпе тĕл пулчĕ. Çавăн пекех Г.Н.Макаров фермер хуçалăхĕнчи, ялти тĕп шкулти коллективсемпе те кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕ. Н.В.Романов тата райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.В.Алексеев вара Анат Чаткас ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕ. Юлашкинчен информаци ушкăнĕсем район администрацийĕнче ĕçлĕ тĕл пулусен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
М.ЮМАНОВА.